— Андрейăн ашшĕпе амăшĕ те çук. Кукамăшĕ çеç. Анне, манăн эсĕ пур, — те хăйне, те амăшне лăплантарчĕ Таня.
Хĕрарăм килте пурри кил-çурта илем кÿрет çав. Аля пĕтĕмпех çуса тасатрĕ, тирпейлерĕ. Яшка çакса ячĕ. Тахçантанпах кукăль пĕçермен тесе чуста çăрчĕ, пăру какайне шăмминчен уйăрчĕ, купăста тураса хатĕрлерĕ. Анчах ăшĕ мĕнле вăрканине пĕр Турă кăна курчĕ-туйрĕ пулĕ.
Ир авланнă арçын ĕмĕрĕнче пĕрре пăсăлатех теççĕ-ха. Анчах Толя пĕрремĕш хут ашкăнмасть. Мĕн çитмерĕ арçынна? Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсех пĕрлешнĕччĕ-çке. Шкул пĕтерсенех. Аля повар-кондитера вĕренетчĕ, Толя — водитель-механике. Укçи-тенки ытлă-çитлĕ пулманран туйне чи çывăх тăванĕсене столовăя пуçтарса кăна паллă турĕç. Пĕрех вĕсенчен телейли никамах та çук пек туйăнатчĕ. Альăн тÿрех çие юлчĕ. Çемье пуçĕ куншăн савăнас вырăнне çамрăк арăмне хырăм пăрахтарчĕ.
«Ачаллă пулма ир-ха, çурт хăпартма тытăнтăмăр ав. Хуралтисене тытса çавăрсан, çăмăл машинăллă пулсан йыш хушма та юрать», — мĕншĕн хирĕçленине çапла каласа ăнлантарчĕ арçын. «Тен, унăн çавăн чухнех ютти пулнă?» — иккĕленчĕ Аля. «Çук, пулма пултараймасть», — хăйне хирĕçлерĕ вăл. Вăхăт иртрĕ. Кил-çуртне те çавăрчĕç, автомобильлĕ кăна мар, тракторлă та пулчĕç. Анчах çамрăк çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килмерĕ. Ачаллă пулас тесе Альăпа Толя больницăран больницăна кайса тĕрĕсленнипе çырлахмарĕç, Çармăсри юмăçсем патне те йăрккарĕç. Шăпах çавăн чухне Толя айккине чупма тытăнчĕ. Сас-хура хăлхине кĕрсен те Аля чăтрĕ, курмăш турĕ. Анчах темĕнле çирĕппĕн явăнакан хулăн вĕренĕн те вĕçĕ пулать-çке — çамрăк хĕрарăмăн та тÿсĕмлĕхĕ пĕтрĕ. Хытах харкашнăччĕ вĕсем çавăн чухне, уйрăлса каяс патнех çитнĕччĕ. Толя хăйĕн айăпне йышăнса çемьене таврăнчĕ те Аля каçарчĕ. Мăшăрĕ ача кĕтнине пĕлсен Толя пушшех улшăнчĕ. Пепки çут тĕнчене киличченех хăй аллипе пĕчĕк çеç кравать ăсталарĕ, мăшăрне йывăр ĕçлеттермерĕ… «Халĕ мĕн пулчĕ ăна? Каллех çав юххапа явăçса кайрĕ-ши?» — кирек мĕнпе аппалансан та пуçĕнче çак ыйтусем пĕр-пĕринпе тупăшсах купăс каларĕç. «Хам та айăплă. Мускава пырас тесен те упăшкана инçе çула тухма темиçе хутчен те чартăм», — хăйнех ятларĕ Аля.
Таня та ашшĕ пирки çеç шухăшласа çÿрерĕ. «Кашни кун пулмасан та эрнере икĕ-виçĕ хутчен калаçаттăмăр. Мĕн тери ачашшăн пуплетчĕ. Шÿтсем каласа кăтартса часрах сывалма хавхалантаратчĕ. Вăл пире мĕншĕн сутрĕ?» — ниепле те ăнланаймарĕ хĕрача. Киле таврăннă чухне те пуйăс чÿречинчен пăхса пынă вăхăтра хапхаран кĕрсенех ашшĕне пырса ытлалама, ыратакан урине пăхмасăр мăйĕнчен уртăнма ĕмĕтленнĕччĕ. Пурнăçра мĕншĕн эпир шухăшланă пек пулса пымасть-ха? «Эпех айăплă. Урăх никам та мар. Эпĕ чирлемен пулсан килтех пурăнăттăмăр. Атте те тухса каймĕччĕ», — пĕтĕмлетÿ турĕ Таня.
Ашшĕ çавăн пек хăтланнăшăн намăсланчĕ пулин те вăл кун пирки Андрейпа чуна уçса калаçма шухăшларĕ, видеоçыхăну мелĕпех шăнкăравларĕ. Ăçтан тапса тухать каччăн вăй-халĕ? Вăл темĕн çинчен те калаçтарса хĕрачан кăмăлне çĕклерĕ.
— Тимĕр уралли те ав пуçне усмасть. Эсĕ те ан кичемлен. Пире Турă чăтма пултарайман йывăрлăха памасть, — таçта вуланине аса илсе каларĕ сыв пуллашас умĕн.
Амăшĕ те, Андрей те лăплантарчĕç пулин те çав каç хĕрача ирхи шуçăм киличчен те çывăрса каяймарĕ. Темĕнле майпа кăтăш пулнăччĕ кăна — будильник шăнкăртатрĕ. Шкула каймалла.
Мĕнле кĕтсе илĕç-ши ăна пĕрле вĕренекенĕсем, учительсем? Тĕлпулу саманчĕ çывхарнăçемĕн Таньăн чĕри канăçсăртараххăн тапрĕ. Çÿçĕ шăтма тытăннă пулин те çара пуçах çÿреймĕн, çавăнпа Таня Мускаври больница çумĕнчи лавккана кĕрсе туяннă парике, амăшĕ малтанхи каçах утюгласа якатнă çи-пуçа тăхăнчĕ. Пăтă çинĕ хыççăн шкула тухса утрĕ.
Вăл ахальтен пăшăрханман иккен. Пĕрремĕш класранпа юнашар ларнă Полина сывлăх суннисĕр пуçне урăх нимĕн çинчен те калаçмарĕ. Класри тата темиçе ача хăйĕнпе хутшăнасшăн пулманнине туйрĕ Таня. «Мĕншĕн? Манăн чир ерекенни мар-çке. Ма ютшăнаççĕ?» — ирĕксĕрех шухăшларĕ вăл.
Пĕр Дарья çеç, унччен пит туслах хутшăнман пулин те, халĕ чи çывăх юлташ пек калаçрĕ. Унăн ашшĕ усал шыçăпа чирлесе пурнăçран уйрăлнă — тен, çавăнпах йывăр вăхăтра çумра пулма шухăшларĕ Дарья. Вĕрентекенсем ирĕк панипе вĕсем уроксенче те çуммăн ларчĕç. Анчах хăшĕ-пĕрин хăтланăвне Таня ниепле те ăнланаймарĕ. Тарăхнă самантра пырса куçранах ыйтас килчĕ унăн, çапах хăйне тытса чарчĕ. «Контактра» чирпе çыхăннă постсем ахалех вырнаçтарнă эпĕ. Йăлтах ăшра тытмалла пулнă», — ÿкĕнчĕ хĕрача…
Кун каçа вĕренсе, хĕр тусĕпе калаçса, амăшĕпе сăмах вакласа Таня хушăран чирĕ пирки те манчĕ-ха. Анчах çĕрлесерен пÿртри çутта сÿнтерсе пуçне минтер çине хурсан асаплă шухăшсен çырмине каллех шуса анчĕ: «Мĕншĕн чирлерĕм? Атте ма пăрахса кайрĕ?
Вĕçĕ пулать.
Дмитрий МОИСЕЕВ
