IMG 4922Аслă Çĕнтерÿ уявĕ — пирĕн çĕршывшăн чи паллă та сă­вап­лă кун. Çулсерен Майăн 9-мĕшĕ умĕн Горькинчи чукун çул йĕркеленĕ «Çĕнтерÿ Пу­йăсĕ» çула тухать, çав шут­ра Чăваш Ене те çитет. Кăçал Вăрмар поселокĕ «Çĕнтерÿ Пуйăсĕшĕн» пирĕн респуб­ликăри пĕртен-пĕр чарăну пулчĕ.

Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалласа çула тухнă астă­вăм Пуйă­сĕ — тимĕр урапаллă чăн-чăн музей.

Вăрмарти станцине «Çĕнтерÿ Пуйăсĕ» шăп та лăп 7 сехет те 35 минутра çитрĕ, 40 минут тăчĕ. Вакунсен составĕнче — вăрçă çулĕсенчи бронепоезд евĕрлĕ икĕ локомотив, ултă платформа çинче — çар техникин тĕслĕхĕсем. Çавăн пекех составра — икĕ вакун-теп­лушка. Пĕринче вăрçă çулĕсенчи интерьера тата йăлара усă курнă япаласене сăнлакан композици, тепринче çар кухнине йĕркеленĕ.

Вăрмар округĕнче пурăнакансем, волонтерсем, шкул ачисем, обществăлла организацисен активисчĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем «Çĕнтерÿ Пуйăсне» тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Мероприяти çĕкленÿллĕ лару-тăрура уçăлчĕ, Хĕрлĕ Çĕнтерÿ Ялавĕн копине илсе тухрĕç, вăрçă паттăрĕсене асăнса шăплăх минучĕ пулчĕ, вăрçă çулĕсенчи юрăсен концерчĕ иртрĕ.

Экспозиципе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та паллашрĕ. Вăл пухăннисене çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламларĕ. «Çĕнтерÿ Пуйăсĕ» ăрусене çыхăнтаракан кĕпер пулнине, пирĕн аслă çĕршывăн мăнаçлă историне астă­вăмра упрамаллине, ăруран ăрăва куçарса пымаллине палăртрĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика