t5H0YHJKFZG CeZK67v8C5gDlZ1b3Sg6Hzaysfj cSBUrUp01Z6ZXkVw7XTCPwlWtGNsg tC6WA5gF10bVG6DtIUСовет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 81 çул çитнĕ тĕле Вăрмар округĕнчи шкулсем Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Çĕнтерÿ Ялавĕ умĕнчи часовой» акцие хутшăнаççĕ. В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкул та акцинчен айккинче юлмарĕ.

Акцие хутшăнса эпир Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пирĕн çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă миллионшар ентешĕмĕрĕн паттăр ĕçне хисеп­лесе чыслатпăр. Çĕнтерÿ Ялавĕ — II степеньлĕ Кутузов орденĕн Идрицăри 150-мĕш стрелковăй дивизин штурм ялавĕ. Ăна 1945 çулхи май уйăхĕнче Берлинра рейхстаг çурчĕ çине хăпартса лартнă. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Совет Сою­зĕ нацистла Германие çĕнтернине пĕлтерет.

Мăнçырма шкулĕ Çĕнтерÿ Ялавне апрелĕн 30-мĕшĕнче йышăнма тивĕçрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти çамрăк армеецсем чаплă лару-тăрура парса хăварчĕç. Çĕнтерÿ Ялавĕ шкулта майăн 5-мĕшĕччен упранчĕ.

Марина РОМАНОВА, шкул директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика