Çу уйăхĕ те, акă, çитрĕ.

Мĕнлерех-ши кĕтнĕ! Çутатрĕ

Сар хĕвелĕ ăшшăн, йăвашшăн

Тĕнчене. Ан çухал, тархасшăн!

Кунсем нÿрлĕ те сивĕ пулчĕç.

Çумăр шăпăртатрĕ. Йĕпенчĕç

Пур чĕрчун, ÿсентăран, ытти.

Çуркунне... Çемçелчĕ хĕл хытти.

Пахчара туртăннă чечексем,

Ăшша туйнă, авă, çимĕçсем.

Çын пекех вĕсем те кĕтеççĕ,

Савăк кунсенче ешереççĕ.

Çак вăхăт шутсăр илĕртÿллĕ:

Илемпе, пулăмсемпе те пулĕ.

Майăн пĕрремĕшĕ — евчĕ кунĕ,

Çураçать, уçать малашлăхне.

Тата шутра Çĕнтерÿ чапĕ,

Чăн праçник — мăнаçлă хисепĕ.

Епле савăнмăн, хĕпĕртемĕн,

Паттăрсене чыс тумăн, шеппĕн?

Асрах, асрах-ха тивĕçлисем,

Çулсем юлсан та, чунрах вĕсем.

Юхтарнă юн, тар пуласлăхшăн,

Çĕр çинчи халь хăтлă пурнăçшăн.

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика