Хаклă ветерансем! Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!
Сире Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Майăн 9-мĕшĕ – пирĕншĕн кашнийĕншĕнех сăваплă кун. 81 çул каялла чи хăрушă та юнлă вăрçă вĕçленнĕ, унăн геройĕсен паттăрлăхĕ вара çирĕп чун хавалĕн тата хăюлăх палли пулса тăнă. Кашни çемье хăйĕн паттăрне чысласа сумлать, çывăх çыннисем унăн кун-çулĕпе çыхăннă астăвăма типтерлĕн упраççĕ тата тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Эпир хăйсен пурнăçне, çамрăклăхне тăнăçлăхпа ирĕклĕхшĕн панă çĕнтерÿçĕсен ăрăвне пĕтĕм чунтан тав тăватпăр.
Пирĕн тăван Чăваш Ен пĕрлехи Çĕнтерĕве хывнă тÿпе калама та çук пысăк. Икçĕр пин ытла пирĕн ентеш фронта тухса кайнă, вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла таврăнайман. Республика тылра та Çĕнтерĕве туптанă: эвакуациленĕ 28 завода йышăннă, вăрçă хÿтлĕхсĕр хăварнă вун-вун пин çыншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Кунта Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă, фронта апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăнă, аманнисене сипленĕ. Йывăртан та йывăр тĕрĕслев çулĕсенче çĕршывăн аркатайми çирĕп тĕрекĕ пулса тăрса Чăваш Енре пурăнакансем çывăрмасăр, канмасăр ĕçленĕ. Ĕçри çав паттăрлăх – пирăн кăмăлра, пирĕн чунсенче.
Эпĕ хушнипе Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çулсерен уйăрса паракан тÿлевсем яланхи пулăшу мелне çаврăнчĕç тата халĕ хăй хальлĕн килсе тăрĕç. Вĕсене республикăра пурăнакан 36 пине яхăн çын илме пултарĕ, çакăн валли бюджетра 120 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Цифрăсем кăна мар, çынла чунтан пулăшасси те пĕлтерĕшлине эпир ăнланатпăр.
Шупашкарта «Пирĕн алăсен ăшши – ветерансене» проект хута кайрĕ, çавна пула волонтерсемпе социаллă ĕçченсем ватăсене кулленхи пурнăçра пулăшаççĕ тата вĕсемпе ăшпиллĕн хутшăнса калаçаççĕ. Ял çĕрĕнче куçăмлă медицина пулăшăвĕн бригадисем ĕçлеççĕ.
Хаклă ентешсем! Паян эпир асаттесемпе аттесен пысăк паттăрлăхĕ умĕнче пуçа таятпăр. Вĕсен Тăван çĕршыва чунтан юратас туйăмĕ çĕнĕ ăрăва та куçрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн салтаксем – çав çулсенчи паттăрсен тивĕçлĕ еткерçисем. Хальхи вăхăтра вĕсем те çавăн пекех хăйсене шеллемесĕр çĕршывăмăрăн суверенитетне хÿтĕлеççĕ, çапла майпа саманасен çыхăнăвĕ татăлманнине, пирĕн халăхăн чун хавалне çĕнтерме çуккине ĕненмелле çирĕплетеççĕ.
Çав çĕнтерÿллĕ çуркуннепе çыхăннă астăвăм тăхăмсен чĕрисенче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнтăр, вĕсене вăй парса тăтăр тата Тăван çĕршыва яланах ĕненмеллине ăса хывтартăр тесен, пирĕн истори чăнлăхне чыслăн сыхласа упрамалла тата ăна хамăрăн ачасемпе мăнуксене парса хăвармалла, çакă – пирĕн сăваплă тивĕçĕмĕр.
Ветерансене çĕре çити таймапуç, пуç хунисем ĕмĕрлĕхех пирĕн асăмăрта пулĕç. Çак уяв кашни киле савăнăçпа тăнăçлăх кÿтĕр. Сире çирĕп сывлăх, чунпа хастар пулма тата пур тĕрлĕ ырлăх сунатăп!
Уявпа! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ
