Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Самара хулинче СССР спорт мастерне М.А. Аношкина асăнса 12-14 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе тупăшса мала тухассишĕн Атăлçи федераллă округĕн ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта 550 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Асăннă ăмăртусенче А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕ Камилла Андреева çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕ. Вăл 34 килограмм таякан самбистсем хушшинче 3-мĕш вырăна тухса бронза медале çĕнсе илчĕ.
Вăрмар округĕнче самбо – лайăх аталаннă спорт тĕсĕ шутланать. Пирĕн воспитанниксем тăтăшах çĕнтерĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Самбо енĕпе республика шайĕнчи турнирсем те иртеççĕ округра. Акă майăн 16-мĕшĕнче Вăрмарти Спорт çуртĕнче СССР спорт мастерне Н.А. Сейфуллина асăнса 2012 - 2013 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе республика шайĕнчи X-мĕш турнир иртĕ.
Лев УЛИВАНОВ, Иван НИКИТИН, самбо уйрăмĕн тренерĕсем
