Вăрмар муниципаллă округĕн хаклă çыннисем!

 PGIWlFjn4 RL9UfK1IqW2mW7atww1Z A2dja nA08nIbSEf3bcmJqBJqmmZ0tc8g7HHenG7c0sshSVw3BoYkCAСире Аслă Çĕнте­рÿ кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Этемлĕх историйĕнчи чи хаяр вăрçă кĕрлесе иртнĕренпе 81 çул та çитрĕ. Анчах çак вăрçă та, Аслă Çĕнтерÿ те манăçмаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пирĕн халăхăн кăмăл çирĕп­лĕхне, тÿсĕмлĕхне тĕрĕслерĕ. Вă­хăт иртет, самана хыççăн самана улшăнать, анчах Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн çав-çавах хумхануллă уяв. Паян эпир вăрçăран таврăнман паттăрсене чысласа аса илетпĕр, çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа хÿтĕленĕ ветерансен умĕнче пуç таятпăр.

Пирĕн хисеплĕ тыл ĕçченĕсем те пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр тăрăшнипе фронт тыл шанчăклăхне туйсах тăнă. Вĕсен ĕç паттăрлăхне эпир нихăçан та манмăпăр. Таймапуç сире, хаклă ветерансем! Эпир çакăн пек Çĕнтерÿ наследникĕсем пулни пирĕншĕн пысăк чыс кăна мар, вăл çĕршыв пĕрлĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн, килес ăрусен çутă та мирлĕ пуласлăхĕшĕн яваплă пулма ыйтать. Астăвăм пире ырăлăх тата çынлăх идеалĕсемшĕн пĕрлештерсе тăтăр! Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас ĕçре мир, савăнăç, тăнăçлăх, хăюлăх, çирĕплĕх сунатăп! Сире те, сирĕн çем­йĕрсене те — сывлăх тата ăнăçу!

Николай ВЛАДИМИРОВ, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика