Çурхи ăшă та уяр кунсенче Вăрмар округĕнче хĕрсе кайсах ака ĕçĕсем пыраççĕ. Аграрисем пĕрин хыççăн тепри çурхи культурăсене акма тухаççĕ.
«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче акана кăçал çĕнĕ AMAZONE сеялкăпа тухрĕç. Унăн хакĕ — 14 миллион тенкĕ. Çĕнĕ чаплă техника ĕç тухăçлăхне самай пысăклатма май парать. Ăна пĕрремĕш хут уйра урпа акнă çĕрте ĕçлеттерсе ячĕç. Çак тĕллевпе ятарласа Шупашкартан ял хуçалăх техникипе ĕçлекен «Агромашснаб» тулли мар яваплă общество специалисчĕсем те килсе çитрĕç. Вĕсем хуçалăхра вăй хуракансемпе пĕрле çĕнĕ сеялкăна урпа вăрлăхĕпе, удобренипе тултарчĕç, Кировец трактор хыçне кăкарса ĕçлеттерсе ячĕç. Виçĕ секциллĕ сеялкăна пĕрре тултармассерен виçĕ тонна вăрлăх, пĕрер тонна удобрени кĕрет. Хуçалăх руководителĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, кашни çулах акмалли вăрлăхăн 30 процентне элитăпа çĕнетсе тăраççĕ. Пĕтĕмпе кăçал 1350 гектар çĕр çинче тулă, урпа, куккурус, люцерна акса хăвармалла. Çуракине урпаран пуçларĕç. Çавăн пекех «Иванов В.А.» хресчен-фемер хуçалăхĕн уйĕсенче харăсах 4 çĕрте сÿрелеççĕ, кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ. Кĕрхи тулă 830 гектар çинче çитĕнет. Кĕрхи тулă уйĕсем сÿрелесе удобренипе апатлантарнă хыççăн сип-симĕс ешерсе кунран-кун вăй илеççĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлекен арçынсене уя апат илсе тухса çитереççĕ. Ака ĕçĕсене ăнăçлă ирттерсе яма сунатпăр хуçалăхра тăрăшакансене!
Эвелина МИХАЙЛОВА
