Вăрмар муниципаллă округĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнĕ ятпа чунтан саламлатпăр. Çак уяв пирĕншĕн пуриншĕн те уйрăмах çывăх. Вăл халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăха тата Тă­ван çĕршыва чунтан юратнине сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăрать. Çав хăрушă вăрçăри Çĕнтерĕве пирĕн халăх калама çук пысăк йывăрлăхсене парăнтарса, миллионшар çынна яланлăхах çухатса, таврăнми йывăр та хурлăхлă çухатусем тÿссе çĕнсе илнĕ. Тă­ван çĕршывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, ытти вăрçăсене хутшăннă çынсем, хальхи вăхăтра мирлĕ халăха нацистсенчен хÿтĕлекен Раççей салтакĕсем! Паттăрлăхăрпа хăюлăхăршăн пурсăра та çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕрлĕхех парăмра. Сирĕн паттăрлăх паян та пире тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерме пулăшать. Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатпăр. Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ       Василий ШИГИЛЬДЕЕВ, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ     Юрий ИВАНОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика