IMG 20260427 1314062011 çулсенчи тата кĕçĕнрех хĕрсем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн иртнĕ Чăваш Республикин ăмăртă­вĕсем «Урмарочка» командăшăн ăнăçлă вĕçленчĕç.

Пĕтĕм республикăран пухăннă волейболистсем, çав шутра А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн волейбол уйрăмĕн воспитанникĕсем, виçĕ кун хушши кашни мечĕкшĕн хĕрÿллĕн тупăшрĕç. Çурма финалта Вăрмар хĕрĕсем 2:0 шутпа выляса илчĕç, финалта вара иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕле тивĕçрĕç. Çавăн пекех командăри Татьяна Николаева «Ăмăртусен универсаллă вăйăçи» ята тивĕçрĕ.

Командăри вăйăçăсем: Кира Ильина, Татьяна Николаева, Анастасия Павлова, Ульяна Павлова, Арина Шашкина, Виктория Михайлова, Диана Васильева, Карина Васильева, Анастасия Трифонова, Ника Борисова, Анастасия Гурьева, Влада Филиппова.

Александра ТЕПЛОВА, «Урмарочка» команда тренерĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика