Триумфаллă кун паян — Çĕнтерÿ уявĕ,

Упраса тăнăçлăха вĕлкĕшет ялавĕ.

Çĕршыв пăхăнманлăхĕ тухрĕ чăнлăха,

Уçса пачĕ ирĕклĕх туслă халăха.

Фронтпа тыл ĕçченĕсен иксĕлми хăвачĕ,

Тăлăх ачасен çăкне пирĕн манас марччĕ.

Вăрçă вилĕм, çухату, сĕмсĕр те тискер,

Ан алхастăр çĕнĕрен çулăмлă синкер.

Мухтав орденĕсене тивĕçнĕ Порфирьев,

Ирсĕр юнĕçенсене путлантарнă вирлĕ.

Анатолий Казаков — харсăр летчик-ас,

Улăп-кăйкăрсен ятне чыслăн асăнас.

Халăх пĕрлешĕвĕнче Çĕнтерÿ туптанчĕ.

Кăмрăкланчĕ хуралса фашистсен штандарчĕ.

Мирлĕ тÿпе айĕнче харсăррăн утар.

Салтаксен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх мухтав!

Вăрмар поселокĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика