Тăван çĕршывăмăр Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 81 çул çитрĕ. Майăн 9-мĕшĕ — Аслă Çĕнтерÿ кунĕ — Раççейри кашни çыншăн, кашни çемьешĕн сума сăвакан манăçми уяв. Вăл Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçнă харсăрсен паттăрлăхне аса илтерсе ĕмĕрлĕхех календарь çинче çырăнса юлнă.
Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Вăрмар поселокĕнчи астăвăм вырăнĕсенче — Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен аллейинче, военкоматпа районти тĕп больница стенисем çинчи Асăну хăмисем, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă Вăрмар поселокĕнчи шкулти вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисене асăнса лартнă палăк, Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеплесе лартнă палăк умĕнче чĕрĕ чечексем хурассипе мероприятисем иртрĕç.
Вăрмарсен умĕнче паян саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, РФ Хĕç-Пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ Михаил Пуклаков, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Константин Васильев, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн участникĕсем Иван Васильевпа Александр Елисеев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев, ытти хисеплĕ çынсем тухса калаçрĕç, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ кашни паттăрăн ятне, Çĕнтерÿ мĕн хака ларнине ялан асра тытмаллине палăртрĕç. Хальхи вăхăтра тăшман çĕнĕрен пуçне çĕклеме пăхать, анчах пирĕн салтаксем хăйсен чун хăватне, патриотлăхне тата Тăван çĕршыва парăннине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе тăраççĕ, пурнăçне шеллемесĕр çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн харсăррăн çапăçаççĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра!
Йăлана кĕнĕ йĕркепе фонтан çумĕнче «Çар кухни» ĕçлерĕ, вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсен конкурсĕ пулчĕ. Унсăр пуçне Вăрмарти культура çуртĕнче «Çĕнтерĕве ÿкеретпĕр» арт-площадка, Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалланă пултарулăх ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех паян Вăрмарти Спорт çуртĕнче Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалласа тата Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне М.Н. Николаева асăнса бокс енĕпе республика шайĕнчи турнир иртет, Вăрмарти Культура çуртĕнче вара Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа патриотла юрăсен конкурсĕсем пыраççĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/15176-pire-mirl-t-pe-parnelen-kashni-patt-r-n-yach-asra#sigProId1c5de87a18
