Пĕтĕм Раççейри «Георги хăйăвĕ» акци 2026 çулта апрелĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă та майăн 9-мĕшĕччен пырать. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хисепленине тата яланах асра тытнине палăртать.
Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Тикашри культура çурчĕ те Пĕтĕм Раççейри «Георги хăйăвĕ» акцие хутшăнчĕ. Çулсеренхи йăлапа çынсене Георги хăйăвĕсем парса тухнă. Маскировка сеткисем çыхма хутшăнакан «кĕмĕл» волонтерсем, акă, пĕтĕм çĕршывăн уяв йăлисемпе пĕрлĕхре пулине палăртса Георги хăйăвĕсене кăкăр çине çирĕплетсе хучĕç.
Акци паллин — Георги хăйăвĕн — тĕсĕсене кашни çын лайăх пĕлет. Вăл çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕ умĕнче эпир ĕмĕр парăмра пулнине, фашизма аркатнă çынсем нихăçан та манăçманнине пĕлтерет.
Надежда ГАВРИЛОВА, Тикашри культура çурчĕн заведующийĕ
