Ватă çыншăн ÿкни те хăрушă

IvanovÇын ватăлнă май унăн чир-чĕрĕ те нумайланать. Ÿкни те тепĕр чухне инкекпе вĕçленме пултарать. Çамрăк çын ÿксе шăм-шака хуçсан та пит хăрушах мар — суранĕ хăвăрт тÿрленет. Ватă çыншăн вара — чĕр нуша. Мĕне пула ÿкни тата унран епле сыхланмалли пирки Вăрмарти тĕп больницăн травматолог-тухтăрĕпе Владимир Геннадьеви ИВАНОВПА калаçрăмăр.

— Владимир Геннадьевич, ватă çынсем ытларах ÿкеççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă?

— Ватă çын ÿкни гериатри синдромĕ шутланать. Гериатрсем ăнланаççĕ: ватлăхра çын ÿкни ăнсăртлăх мар. Медицина енчен пăхас тăк, ку нумай енлĕ синдром. Сăлтавĕ те йышлă: меллĕ мар атă-пушмак, начар куçлăх, кил-тĕрĕшре утмалли-çÿремелли вырăна тĕрĕс мар йĕркелени. Алли-ури лайăх ĕçлеменни, начар илтни, япăх курни, нерв тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем — çаксем пурте ÿкнин сăлтавĕ пулса тăраççĕ. Вĕсемпе кĕрешсен ÿкесрен сыхланма май пур.

– Миçери ватăсем ытларах ÿксе шăмă хуçаççĕ? Мĕнле шăмă час-часах аманать?

– 65 çултан аслăраххисен ÿкесси ытларах тĕл пулать. Çулсем иртнĕ май ÿксе аманас хăрушлăх та ÿсет. 60 çултисен — 30 проценчĕ, 80-ран иртнисен 50 проценчĕ ку инкекпе тĕл пулать. 60 çултан аслăраххисен пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăх икĕ хут пысăкрах.

Ватă çыннăн ÿксен ытларах чухне пĕçĕ кăкĕ, сыпă хуçăлать, пуçĕ аманать.

– Ÿкни тата мĕнпе хăрушă?

– Сурансем час тÿрленменни — пĕр нуша, ку чунра тăрса юлса пурăнма чăрмантарни — тепĕр хуйхă. Ватă çын тата ÿкесрен хăраса депрессие кайма пултарать. Ун пеккисем çынпа хутшăнма пăрахаççĕ, хăйсене шанчăклă туймаççĕ, урама тухса çÿремеççĕ.

Аппетит начарланнипе япăх апатланаççĕ. Çаксем пĕтĕмпех пурнăçа япăх витĕм кÿреççĕ. Ватă çын сахал хускалма тытăнать, хăйне пăхайми пулать. Кун пек чухне вăл пĕччен пурăнаймасть. Çаксемсĕр пуçне укçа-тенкĕпе çыхăннă тăкаксем пысăкланаççĕ.

– Ватă çын ан ÿктĕр тесен килте епле пулмалла?

– Кил-тĕрĕшре япаласене тĕрĕс выр­наçтарнă, пĕтĕмпех меллĕ лартнă пулсан аманнисенчен çурри суранланмĕччĕ. Тăванĕсем чи малтан мĕнпе пулăшаяççĕ-ха? Хваттерте, çуртра вырăн ытларах пултăр. Ытлашши япаласене пуçтармалла — вĕсем такăнтараççĕ. Çутă пултăр, çĕрле çутмалли лампа ĕçлетĕр. Урай ан шутăр. Тытăнса утмашкăн карлăк /перила\ вырнаçтармалла, меллĕ пушмак суйламалла... Физкультура туса, тĕрĕс апат çисе организма çирĕплетмелле.

Рационта белок çителĕклĕ пулмалла. Ватă ÿсĕмрисем валли унăн норми — 0,8 грамм /кĕлетке виçин кашни килограмĕ пуçне\. Нумайрах утмалла, урамра уçăлса çÿремелле. Килте хăнăхтарусем, сывлав гимнастики тумалла. Утнă чухне ватă çыннăн хăйне çирĕпрех туяс тесен алла туя тытмалла. Кунран вăтанмалла мар.

Ÿксе аманасран тĕрлĕ хатĕр сутаççĕ халĕ: пĕç кăкĕн протекторĕ, фиксатор, ортез, бандаж, экзоскелет. Анчах вĕсене специалистăн çырса памалла.

 

Лайăх кăмăл чĕрешĕн усăллă

Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула нумай çын вилет. Тĕнчипех лару-тăру çапла. Вилĕм сăлтавĕсенчен вăл чи пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртнине нимĕн те çитмест. Çине тăрса профилактика енĕпе тăрăшсан инкекрен хăтăлма пулать. Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕ аталанма тытăннине мĕн систерет-ха? Кăкăр шăмми, чĕре тĕлĕнче ыратни, сывлама йывăрланни, каç енне ура шыçăнни, пуç çаврăнни, чĕре таппине туйни — кардиолог патне килмелли сăлтав­сем. Диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ чирлекенсене тупса палăртма пулăшаççĕ. Стресс, япăх кăмăл-туйăм, туллиленни, сахал хускални, тĕрĕс мар апатланни, эрех-сăрапа айкашни, пирус туртни, инфекци чирĕсене ура çинче чăтса ирттерни — кусем пĕтĕмпех чĕрене япăх витĕм кÿреççĕ. Пурте пĕлетпĕр: пурнăç — хускану. Çителĕклĕ хускални чĕрене, юн тымарĕсене лайăх ĕçлеме май параççĕ. Çуран утни, зарядка туни, бассейнра ишни, йога — сывлăха упрама çеç мар, кăмăла çĕклеме те пулăшаççĕ. Лайăх çывăрни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çĕрле 8-10 сехетрен кая мар канмалла. Çывăрса каяймасан каç кÿлĕм уçăлса çÿремелле, пĕтнĕк /мята\ чейĕ ĕçмелле, лăпкă кĕвĕ итлемелле. Паллах, апатланăва тĕрĕс йĕркелесен чĕрене çăмăлрах пулĕ. Тата çак правилăсене асра тытăр: тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçмелле; кофе, çăра чей виçеллĕ ĕçмелле, вĕсене усăллă курăкпа улăштарма юрать; кĕлетке виçине йĕркере тытмалла; юн пусăмĕн виçине тĕрĕслесе тăмалла; усал йăласенчен писмелле; лайăх кăмăлпа çÿремелле.

Татьяна ПЕТРОВА, Вăрмарти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ

 

Маларах сисмелле

Чылайăшĕ тăванĕпе е тус-юлташĕпе курнăçать-и — тĕлпулура эрех-сăра кăлараççĕ. Киленÿшĕн, хăйсене лайăхрах туяссишĕн е шухăшласа кăларнă урăх сăлтава пула ĕçни ахаль иртмĕ. Çын виçеллĕ ĕçет-и е «чаракĕ пĕтнĕ-и» - ăнланма та йывăр.

Çын алкоголь патне ăнсăрт­ран туртăнмасть, вăл майĕпен çуралать. Ĕçекен çын хăй эрех-сăра енне сулăннине чылай вăхăт пĕлмесĕрех пурăнать. Черкке пушатнин сăлтавне йăла-йĕркепе, пĕр-пĕр лару-тăрупа, ушкăнпа вăхăта хаваслă ирттерес килнипе, хуйхă пулнипе тата ытти-хыттипе ăнлантарать. Майĕпен унăн тыткаларăшĕ улшăнать. Ĕçкĕ пулас умĕн вăл хавхаланать, куçĕ савăнăçпа çиçет, сĕтел хушшине ларас тесе ĕçсене часрах вĕçлессишĕн хыпаланать. Унăн хăтланăвĕ, сăн-пичĕ — пĕтĕмпех çав саманта кĕтнине палăртаççĕ.

Алкоголизм пуçламăшне систерекен тепĕр паллă — виçине пĕлмесĕр ĕçни, ÿсĕрĕлмелĕх доза çитсен те вăл чарăнаймасть. Чирĕн тепĕр палли — спиртлă шĕвеке ытларах ĕçсен те хăйне йĕркеллех туйни. Алкоголь час-часах ăша яракансен организмĕ дозăна хăнăхать. Вăл вара унчченхи пек киленÿ памасть. Çавăн патне çитес тесе унăн ытларах та ытларах ĕçес килет. Организмĕ пысăкрах та пысăкрах дозăсене хăнăхса пырать. Унччен пĕчĕк виçепе ĕçнипех питĕ вăйлă ÿсĕрĕлнĕ, ăна хăстарнă тăк кайран вăл ку дозăпа хĕрĕнкĕ çеç пулать. Çын эрех авăрне путнине систерекен питĕ пĕлтерĕшлĕ паллă — хăсма пăрахни. Алкоголизмпа чирлĕ мар çыншăн спиртлă шĕвек – наркăмăш. Организм унран хăтăлас тесе хÿтĕленет, çавăнпа хăстарать. «Симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ çын комăна кĕрсе ÿкет, анчах хăсмасть.

Çын хăш самантра ĕçкĕ авăрне кĕрсе кайнине палăртма йывăр. Пĕтĕмпех ушкăнпа пухăнса ĕçнинчен пуçланать. Кукăр-макăр çул-йĕрте хăрушлăха вăхăтра асăрхама пĕлмелле, усал йăлапа çине тăрса кĕрешме тытăнмалла. Çыннăн пурнăçри савăнăçне эрех-сăрасăрах тупма тăрăшма пĕлмелле.

Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне те палăрмаллах хавшатать. Алкоголь чи малтанах пĕвере сиенлет. Пĕвер циррозĕ — çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнин сăлтавĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне эрех ĕçме юратакансен хушшинче чĕре инфарктĕнчен тата инсультран вилекен нумай. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3-4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет. Тĕрĕссипе, вăл организмри пĕтĕм органа, тытăма япăх витĕм кÿрет. Çак сăлтавпах эрех ĕçекенсем çамрăклах вилеççĕ. Алкоголизм спиртлă кирек мĕн­ле шĕвек ĕçсен те пуçланма пултарать. Сăрара та этил спирчĕ пур. 100 грамм сăрара спирт виçи вăтамран 4 грампа танлашать, пĕр кĕленчере — 20 грамм. Çапла вара 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Кăшт кăна сăра ĕçме хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм чирне çаврăнать. Сăра чĕрене япăх витĕм кÿрет: вăл пысăкланать, унăн мышцисем çÿхелеççĕ. Тухтăрсем кун пек чĕрене «сăра чĕри» теççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕ пулас хăрушлăх пысăк. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне япăх витĕм кÿрет. Сăрара фитоэстроген пур, вăл хĕрарăмăн ар гормонне çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ сăра юратакан арçынсен ÿт-пĕвĕ хĕрарăм кĕлетки евĕрлĕ пулма пуçлать: кăкăрĕ ÿсет, хырăмĕ пысăкланать, купарчи сарăлать. Сăрапа киленекен хĕрарăмсем те улшăнаççĕ: вĕсен пичĕ çинче сухал палăрма пуçлать, сасси хулăнланать.

Ачасен алкоголизм чирĕ питĕ хăвăрт аталанать. Сăра та, спиртлă шĕвек те çитĕнекен организма япăх витĕм кÿрет. Çамрăксен биохими процесĕсем хăвăрт улшăнаççĕ. Эрех-сăра арлăх органĕсене те япăх витĕм кÿрет. Çак чир вĕсен ачисене куçас хăрушлăх темиçе хут ÿсет. Пепкисем чирлĕ çуралма пултараççĕ.

Енчен те çын хăй ĕçме пăрахаймасть пулсан специалистран пулăшу ыйтмалла. Наркодиспансерăн реабилитаци уйрăмĕнче «Анонимлă наркомансем», «Анонимлă алкоголиксем» ушкăнсем ĕçлеççĕ, унта урă пурнăçпа пурăнма вĕрентеççĕ.

Сывлăх — питĕ пысăк пуянлăх, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Кашниех çакна асра тытса урă пурнăçпа пурăнасчĕ.

Вячеслав СЕМЕНОВ, Вăрмарти тĕп больницăн психиатр-наркологĕ

«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА. Кăларăма Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика