З.ПАВЛОВА. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: РФ Президенчĕпе В.Путинпа иртнĕ пресс-конференцине пирĕн çĕршыври тата ытти тĕрлĕ çĕршывсенчен массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем хутшăннă. Вĕсен енчен çĕршывра экономика аталанăвĕпе, социаллă пулăшу парассипе, медицина, экологие сыхласа хăварассипе, спорт, наци проекчĕсемпе, йăлари ăпăр-тапăра пуçтарассипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусем чылай пулчĕç. Владимир Владимирович пресс-конференцие тÿрремĕнех журналистсенчен ыйтусем йышăнассинчен пуçларĕ.

Вăл çĕршыв экономикинче ял хуçалăх отраслĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн Раççей çĕршывĕ ют çĕршывсене тĕш-тырă экспорта ярассипе лидерсен йышĕнче, çак кăтарту ытти çулсемпе танлаштарсан 2,6 хут ытларах пулнă. Эпир ку енĕпе Канада тата Америка çĕршывĕсенчен те иртсе кайнă. Унсăр пуçне ял хуçалăх продукцине ют çĕршывсене 24 млрд. долларлăх сутнă. Пирĕн Вăрмар районĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ район пулнă май çакна палăртмалла: тĕш-тырă, çĕрулми, хăмла культурисем туса илессипе хресчен /фермер\ хуçалăх ĕçченĕсем тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çакăнта пирĕн районти хресчен /фермер\ хуçалăх ĕçченĕсен тÿпи те пур тесе шутлатăп.

Çавăн пекех строительство отраслĕнче те кăтартусем курăмлине палăртрĕ В.Путин. Сăмахран çĕнĕ аэропортсем, автовокзалсем хута ярассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Федераллă трассăсен шучĕ те икĕ хут ÿснĕ. Çакă вара пурне те автомашинăсемпе çăмăллăнах куçса çÿреме майсем туса парать.

Шалти тата тулаш политикăпа çыхăннă ыйтусем те чылай пулчĕç пресс-конференцире. Кашни ыйтăвнех В.Путин туллин хуравларĕ.

Э.МИХАЙЛОВА, редактор: «Мускавра Пĕтĕм халăхсем хушшинчи суту-илÿ центрĕнче РФ Президенчĕн В.Путинăн пресс-конференцийĕ иртрĕ. «Тÿрĕ эфира» он-лайн мелĕпе тимлесе итлерĕмĕр. Кăçал Раççей Президентне ыйту парас текен журналистсен йышĕ рекордлă пулчĕ. Пурĕ 1895 çынна аккредитациленĕ. Журналистсем хăйсем çине тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе тĕрлĕрен мелсемпе усă курчĕç. Апла пулин те пысăк плакатсемпе усă курма чарнă вĕсене. Ыйту парас текенсене пресс-конференцие ертсе пыракан Раççей Президенчĕн секретарĕ Д.Песков суйласа пычĕ. Пресс-конференци кашни çулах чылай ыйтăва уçăмлатма, уйрăм çынсен нушисене татса пама пулăшать.

Çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă май çанталăк çинчен калаçма кăмăллаççĕ. Пресс-конференцири пĕрремĕш ыйту та çутçанталăкпа çыхăнни ахальтен пулмарĕ. Декабрь уйăхĕ вĕçленсе пырать, Çĕнĕ çул кĕтсе илмелĕх юр та çук. «Маяк» радиостанци журналисчĕ климат улшăнăвĕсем мĕнпе çыхăннă-ши тесе ыйтрĕ. Юлашки вăхăтра пурте çакăн пирки калаçаççĕ. Раççей кăçал Париж килĕшĕвĕсене хутшăннă. Çавна май РФ Правительстви ятарлă йышăну тунă. Çакăнпа килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывран атмосферăна тухакан сиенлĕ хутăшсен калăпăшĕ 2030 çул тĕлне 25-30 процент чакмалла.

РФ Президенчĕ В.Путин климат улшăнăвĕсен чăн сăлтавĕсене паянхи кун никам та пĕлсе пĕтереймессине палăртрĕ. Атмосферăна таса мар кăларакансен йышĕнче пĕрремĕш вырăнсенче Америкăн пĕрлештернĕ штачĕсем тата Китай халăх республики, Европа союзĕ. Париж килĕшĕвĕсенче кăтартнă тăрăх сывлăш температурине 1,5 процентран ÿстермелле мар тесе йышăннă. Анчах та çак кăтартăва çитесси хальлĕхе паллă мар. Пирĕн Çĕр чăмăрĕн историйĕнче тĕрлĕ тапхăрсем пулнă, ăшăтасси те, сивĕтесси те. Ку вăл çут тĕнчери пур пулăмсенчен килет. Паянхи кун этемлĕх климат çине еплерех витĕм кÿрессине шутлама питĕ йывăр, апла пулин те вăл ытла улшăнасран нумай вăй-хал хумалла. Раççейшĕн çак ыйту уйрăмах çивĕч. Сывлăш температурин ÿсĕмĕ Çĕр чăмăрĕ çинчипе танлаштарсан вăтамран 2,5 хут пысăкрах. Çурçĕрти пăр чăмăрĕ ирĕлме пултарасси пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. «Çутçанталăкри улшăнусен витĕмне чакарас тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр», - терĕ В.Путин».

И.ДАНИЛОВА, редактор: «Декабрĕн 19-мĕшĕнче Мускавра, Халăхсем хушшинчи суту-илÿ центрĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. 15-мĕш хут иртнĕ черетлĕ пысăк пресс-конференцие, Кремльтен пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕ çĕршывсенчен 1900-е яхăн журналист хутшăннă.

Владимир Владимирович темиçе сехет хушши паянхи куншăн чи актуаллă, чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Яланхи пекех мероприяти тÿрĕ диалог евĕр иртрĕ, темăсем те тĕрлĕрен пулчĕç: экономика, тулаш тата шалти политика... Паллах, журналистсенчен нумайăшĕ çĕршывăн регионĕсенчен пухăннăран, вырăнти лару-тăру пирки те ыйтусем сахал мар пулчĕç, сăмахран, сывлăх сыхлавĕ, спорт, çÿп-çап реформи, наци проекчĕсем, çанталăк улшăнăвĕсем.

Сывлăх — чи хаклă пурлăх, çавăнпа ĕнтĕ сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ çĕршывра пурăнакан кашни çыннах пăшăрхантарать. В.Путин çак ыйту çинче чарăнса тăнă май медицинăпа çыхăннă расхутсем çумне палăртнинчен тата 550 миллирад тенкĕ укçа уйăрма планланине /автотранспорт, техника, оборудовани туянма, çĕнĕ учрежденисем хăпартма\, çавăн пекех онкологипе кĕрешессине наци проекчĕ шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ, чĕресемпе сосудсен чирĕсемпе кĕрешессипе ырă улшăнусем пулнине палăртрĕ. Унăн сăмахĕсем малашлăха чăннипех те шанчăкпа пăхма хистеççĕ.

Спорт ыйтăвĕ те хальхи вăхăтра чылайăшне хумхантарать. Раççей спорчĕ йывăр лару-тăрăва лекнине, пирĕн çĕршыв спортсменĕсене пысăк спорт мероприятийĕсене хутшăнма чарма йышăннине пĕлетпĕр. Çакна допингпа сăлтавлаççĕ иккен. Владимир Путин ку вăл тĕрĕсмарлăх тесе шухăшланине каларĕ, çак ыйтăва татса пама пулăшу кÿме шантарчĕ. Шел пулин те, асăннă йывăрлăхсем политика сĕмĕллĕ пулма пултарнине пытармарĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара, политикăпа çыхăннă ыйтусем пĕрре кăна пулмарĕç пресс-конференцире. Кашнин çинех Владимир Владимирович тивĕçлĕ хурав пачĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика