IMG8892"Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем рынок экономикин тапхăрĕ вăхăтĕнче конкуренцире çĕнтерме пултаракан продукцисене туса кăларассишĕн тăрăшса тĕрлĕ çĕре çитсе кураççĕ, ĕçре çĕнĕлĕхсем шыраççĕ.

Çапла майпа вĕсем тăтăшах продукцин ассортиментне çĕнетсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта çăкăрпа булка изделийĕсем, сухари, сушка, печени тата ытти тĕрлĕ кондитер изделийĕсем пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Апат-çимĕç предприятийĕсенче ытларах чухне тарават та вăр-вар çынсем вăй хураççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Çакна кунта ăста алăллă специалистем ĕçлени те çирĕплетсе парать. Тин аслă пĕлÿ илсе килнĕ Д.Николаева техник-технолог та ĕçе хастарлăхпа пуçăннине палăртать предприятин директорĕ Сергей Вениаминович Егоров. Çавăн пекех Т.Гурьевăпа Е.Кохнурова пекарьсем /ÿкерчĕк çинче/ пирки те лайăххине кăна палăртрĕ. Пĕр ĕçе те тиркесе тăманнине тата умри ĕçе пĕлсе пурнăçлани çинчен каларĕ Сергей Вениаминович. Е.Кохнурова ку ĕçре 10 çул ытла тăрăшса лайăх енĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Т.Гурьева 3 çул кăна ĕçлет пулин те хăйĕнчен нумайрах ĕçлекенсен опытне вĕренсе пырать. "Эпир пĕçерсе кăларнă çăкăрпа булка изделийĕсене çынсем юратса туянсан пирĕн кăмăл татах çĕкленсе каять", - теççĕ хастар ĕçченсем. Хисеплеççĕ вĕсене коллективра. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - туянакансен кăмăлне пахалăхлă таварпа тивĕçтересси.

Паянхи куна çăкăр заводĕнче 72 тĕрлĕ тавар туса кăлараççĕ. Пĕтĕмĕшле 2017 çулта çăкăрпа булка изделийĕсене 16 миллион та 300 пин тенкĕлĕх сутнă, çурма фабрикатсене 3 тонна та 930 килограмм тиесе ăсатнă.

А.НИКОЛАЕВА.

Обсуждение закрыто

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика