IMG 6004Урамра черчен çуркунне хуçаланать, кунран-кун ăшăтса пырать, хĕвел тавралăха сар пайăркисемпе çепĕççĕн çупăрлать, тĕл-тĕл ешĕл симĕс курăк та тапса тухнă. Еплерех аван урамра, ача-пăча киле кĕме пĕлмест, вĕсен уçă сасси тавралăхра ян каять, ватăсем кил-çурчĕ умĕнчи саксем çинче хĕвел пичĕ çинче хĕртĕнсе, шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ, çăмăл тумланнă çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн уçăлса çÿреççĕ.

Вăрмарти потребительсен обществин Вăрмар поселокĕнчи «КООПМАРКЕТ» ятлă çĕнĕ лавккинче те çуркуннехи пекех çĕкленÿллĕ лару-тăру хуçаланать. Çав тери çутă та таса кунта, кĕрсе тухма кăмăллă. Пысăк чÿречесем йăлтăртатса тăраççĕ, урамран çутă пĕр чăрмавсăр кĕрет. Çав вăхăтрах ăшă та, сывлăшĕ те уçă.

«КООПМАРКЕТ» — нумай пулмасть кăна уçăлнă лавкка. Вăл хă­йĕн ĕçне 2023 çулхи декабрь уйă­хĕн пуçламăшĕнче пурнăçлама тытăннă. Ун чухне суту-илÿ объектне савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ. Мероприятине хутшăннă Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов: «Лавккасен строи­тельстви тата реконструкцийĕ, çĕнĕ йышши суту-илÿ тата сивĕтекен оборудовани вырнаçтарни, таварсен ассортиментне анлăлатни туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме май парать», — тесе палăртнă.

«КООПМАРКЕТ» — шăпах та самана ыйтнипе килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши лавкка. Унăн пĕтĕмĕш­ле лаптăкĕ 156 тăваткал метрпа танлашать, çав шутра суту-илÿ лаптăкĕ — 111 тăваткал метр. Газпа хутса ăшăтаççĕ, шыв кĕрет-тухать.

Стенасем çумĕпе те, ретĕн-ретĕн зал варринче те тĕрлĕ йышши таварпа туп-тулли стеллажсемпе сивĕтмĕшсем вырнаçса тухнă. Мĕн кăна çук кунта, кашниех хăйне мĕн кирлине илсе туянма пултарать. Таварсен кашни ушкăнĕ ăçта вырнаçнине пысăк вывескăсем тĕл­лесе кăтартаççĕ. Чăвашпотребсоюзăн ытти лавккисенчи пекех кунта та хамăр тăрăхра, республикăра, çав шутра Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсенче туса кăларакан продукци нумай. Вĕсен хак хучĕсене «Пирĕн продукт» тесе çырса палăртнă. Ку вăл Етĕрнери аш-какай комбиначĕн кăлпассийĕсем, çурма фабрикачĕсем тата аш-какай деликатесĕсем, «Кооператор» тулли мар яваплă обществăн алкогольсĕр напитокĕсем, Элĕкри плодокомбинатăн улма-çырлапа пахчаçимĕç консервисем, «АККОНД» акционерсен обществин канфечĕсем, паллах, хамăрăн «Общепит» тулли мар яваплă обществăн пурте кăмăллакан тутлă продукцийĕ тата ытти те. Сĕт-çу, чей-кофе, çăкăр-кулач, печени-пĕремĕк, пулă — пĕтĕмпех пур «КООПМАРКЕТ» лавккара. Апат-çимĕç продукцийĕсĕр пуçне йăлара усă куракан япаласем те /сăмахран, супăнь, шампунь, кĕпе çумалли порошок, шăл пасти\, çавăн пекех ача-пăча валли теттесем те туянма пулать.

Таварсен хакĕ пирки калас пулсан, вăл тивĕçтерÿллĕ пулнине палăртмалла. Тăтăшах акцисем те иртеççĕ — ку е вăл тавара йÿнĕрех хакпа туянма пулать.

«КООПМАРКЕТ» уçăлнăранпах 5 работник вăй хурать кунта. Лавк­ка заведующийĕ Марина Ивановна Гурьева райпо тытăмĕнче 2012 çултанпах ĕçлет, маларах Мăнçырмари «Новинка» лавккара заведующи пулнă вăл. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вăрмар райповĕн, Вăрмар ра­йон администрацийĕн Хисеп хучĕсене, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче пулма та тивĕçнĕ. Ольга Петровна Аникина, Кристина Владимировна Иванова, Татьяна Михайловна Данилова сутуçăсем те унччен суту-илÿ енĕпе тăрăшнă, опычĕ сахал мар вĕсен. Лавккари тасалăхпа тирпейлĕхе вара Светлана Александровна Короткова тимлесе тăрать.

Туянакансем яланах йышлă «КООПМАРКЕТ» лавккара. Çапла пулмасăр, таварĕ тутлă та паха кунта, продукци срокне сăнасах тăраççĕ, ассортименчĕ пысăк, сутуçисем вара тарават. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина вĕсен тăрăшулăхĕ пирки ырă сăмахсем кăна калать.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика