Çутçанталăк кунран кун илемленсе, чĕрĕлсе пырать, хĕвел ытларах та ытларах хăйĕн ăшшине парнелет. Çынсем йĕри-таврари территорисене, урамсемпе çырмасене ăпăр-тапăртан пуçтарса тасатас тесе тăрăшаççĕ. Çавна май хăшĕсем çÿп-çапа çунтарма тытăнаççĕ. Пĕлтĕрхи типĕ курăка, ăпăр-тапăра çунтарма юрамасть. Типĕ курăка ярса илнĕ çулăм йĕри-тавра пысăк хăвăртлăхпа сарăлса каять. Çакă вара пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Унсăр пуçне типĕ курăка çунтарни тăпран çиелти сийне пĕтерет. Кунта курăка, тĕрлĕ ÿсентăрана ÿсме пулăшакан усăллă микроорганизмсем пурăнаççĕ, çулăмпа пĕрле вĕсем те пĕтеççĕ. Çавăн пекех вут-çулăм йывăç тымарĕсене те сиенлетме пултарать.
Типнĕ курăка çунтарма юраманни пирки, вăл кÿме пултаракан сиенсем пирки пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем çултан çул ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ пулин те йĕркене пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Алла шăрпăк тытиччен тĕплĕ шухăшламалла, çакă мĕн патне илсе çитерме пултарнине шута илмелле.
Эвелина МИХАЙЛОВА