Çанталăк ăшăтса пынă май яланхиллех çул-йĕр çинче мототранспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă пулăмсен шучĕ ÿсет. Хĕллехи вăхăт хушшинче çул çинчи икĕ урапаллă транспорт хатĕрĕсем çин­чен маннă автомобилистсем те çул-йĕр çинчи çĕнĕ юхăма хăнăхса ĕлкĕреймен-ха. Мотоциклистсен те транспорта çĕнĕрен хăнăхмалла. Чи хăрушши вара — кашни çĕнĕ сезонра çул çине çамрăк мотоциклистсем тухни, вĕсен час-часах транспорт хатĕрĕпе çÿремелли права та çук, е прави пур пулсан та, çул-йĕр çинче çÿремелли хăнăхусем çителĕксĕр.

Мотоцикл хуçисен автомобилистсенчен те асăрхануллăрах пулмалла, мĕншĕн тесен икĕ урапаллă транспорт çинче хăрушсăрлăх минтерĕсемпе ременĕсем, ятарлă корпус çук. Çул-йĕр çинчи пысăк мар ДТП-ра та мотоциклистсем хытах аманма пултараççĕ. Сехетре 10-20 км хăвăртлăхпа пынă чухне ÿксен те алă е ура хуçăлас хăрушлăх пысăк, хÿтлĕх мотошлемĕ çук пулсан — пуç шăммипе мимине амантма пулать. Хăш-пĕр мотоциклистсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаççĕ, пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ, хирĕç килекен полоса çине тухаççĕ. Çакăн пек хăтланни инкексем патне илсе çитерме пултарать.

2023 çулта РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн Патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕ Тăвай округĕнче 2 авари регистрациленĕ, вĕсенче çул çитмен пĕр çамрăк аманнă. Вăрмар округĕнче те 2 авари пулнă, вĕсенчен пĕринче çул çитмен пĕр çамрăкăн пурнăçĕ татăлнă, тепринче пĕр çын аманнă.

Инкекрен сыхланас тесен мотоцикл, мопед е скутер водителĕн ла­йăх экипировка пулмалла. Мопед, скутерпа çÿреме водительсен «М» категорийĕ пулмалла, ăна 16 çултан кăна параççĕ, мотоциклистсене «А», «Ф1» категорисем кирлĕ.

Мототранспортпа пассажирсене пĕрле лартса çÿрени уйрăмах тимлĕх ыйтать. Саккунпа килĕшÿллĕн икĕ е ытларах çул АА1 категориллĕ удостоверениллĕ мотоциклистсем ятарлă ларса çÿремелли вырăн пур пулсан кăна пассажирсене илсе çÿрейреççĕ. Унсăр пуçне мотоциклпа çÿремелли шлем тăхăнмалла. Апла пулин те, шлемлă пулсан та, 12 çула çитмен çамрăксен мотоциклăн хыçалти ларкăчĕ çинче ларса çÿреме юрамасть.

Водитель удостоверенийĕсĕр мо­тотранспортпа çÿренĕшĕн 5 000 тенкĕрен пуçласа 15 000 тенкĕ таранччен административлă штраф параççĕ. Çавăн пекех мототранспорта правасăр çынна панăшăн та 30 000 тенкĕлĕх штраф тÿлеттереççĕ.

Иван ЧУМЫШЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн Патшалăх автоинспекцийĕн пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика