photo 2024 04 09 14 38 57Ятарлă çар операцийĕ пынă май ентешсене хавхалантарас тĕллевпе ушкăнăн-ушкăнăн, ялпа ял гуманитари пулăшăвĕпе час-часах çÿреççĕ Вăрмарсем Украина çĕрĕ çи­не. Пинер ялĕн хастарĕсем те активлă хутшăнаççĕ çак пархатарлă ĕçе.

Нумай пулмасть икĕ автомашинăпа черетлĕ пулăшупа çитсе килчĕç салтаксем патне. Хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине 7 çын хутшăнать Пинертен. Ял çыннисем, кам мĕнпе пулăшма пултарнине кура, япаласем парса ячĕç инçетри çĕр çине. Строительство материалĕсем, çăм нускисем, апат-çимĕç продукчĕсем тата ытти кирлĕ япалана та тивĕçтерсе пачĕç ентешсем патне. Гуманитари пулăшăвне хутшăнакансен йышĕнче Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Семенович Михайлов та пулчĕ. Вăл тăван ялта пыл хурчĕсен утарне тытать, пыл туса илет. Пинер ялĕнче пурăнакансен ырă пуçарăвне хутшăнса Юрий Семенович хăйĕн хуçалăхĕнчен 3 литрлă 15 банка пыл парса янă çĕршыв хÿтĕлевçисене валли. Çар операцине хутшăнакан салтаксем ял халăхне чунтан тав тунине пĕлтереççĕ инçетрен.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика