Ытларикун, апрелĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Рес­публикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа «тÿрĕ лини» иртрĕ.

Вăл икĕ сехет çурăна пычĕ. Ыйтусем питĕ нумай пулнă - 630 таранах. Шăнкăравсен центрĕ, акă, 150 ытла ыйту йышăннă. Паллах, пĕтĕм ыйтăвне «тÿрĕ лини» вăхăтĕн­че хуравласа пĕтерме çук — республика Пуçлăхĕ 50-шне уçăмлатма ĕлкĕрчĕ. Ытти ыйтусен хуравĕсене вĕсене паракан кашни çын патне çитерме шантарчĕ.

Республикăра пурăнакансем вĕрентÿпе, сывлăх сыхлавĕпе, çул-йĕр юсавĕпе, обществăлла транспортпа, экологипе, ял хуçалăхĕпе, ĕç укçипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусем пачĕç. Олег Алексеевич кашни ыйтăвĕ çине тĕплĕн хуравларĕ.

Вăрмар тăрăхĕнчен те шăнкăрав пулчĕ. Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Юрий Петрова ялти врач амбулаторийĕн строительстви хăçан вĕçленесси пăшăрхантарать. Олег Алексеевич медицина учрежденийĕ хă­йĕн алăкĕсене кĕçех уçасси пирки палăртса каларĕ.

«Контактра» социаллă сетьри «Чăваш Рес­публики» ушкăнра та вăрмарсем ыйтусем панă. Акă, Ирина Порфирьева Арапуç ялĕнчи шкул шăпине уçăмлатма ыйтать. Шкул çуртне 5 çул каялла авариллĕ тесе йышăннă. Арапуç — пысăк ял, анчах шкул пулманни çамрăксене хуланалла туртăнма хистет. Вăрмар округĕн администрацийĕ ку ыйтăва çапла хурав парать: шкул строительствин проектпа смета документацийĕ хатĕр, патшалăх экспертизи витĕр тухнă. Объекта ял территорийĕсен комп­лекслă аталанăвĕн программине кĕртес тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерствине заявка янă, анчах ăна йышăнман. Шкулăн тĕп юсавне пурнăçлас пулсан вара 332 688 200 тенкĕ таран кирлĕ. Шкул ыйтăвне уçăмлатассипе малалла ĕçлеççĕ.

Тепĕр ыйтăвĕ та Арапуçĕнчен пулнă. Ирина Зиновьева ялти кÿлĕне тасатса йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ уйăрма май килмест-ши тесе ыйтать, çак ыйтăва татса пама тĕрлĕ экологи программисем те пур вĕт-ха. Вăрмар округĕн администрацийĕ арапуçсем пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курсан кÿлле тасатма пулнине палăртать.

Римма Черновăна Вăрмар поселокĕнчи çул-йĕр мĕнлерех лару-тăрура пулни кулянтарать, уйрăмах Чапаев тăкăрлăкĕнче. Вăрмар округĕн администрацийĕ хурав панă тăрăх, кăçаллăха çак автоçулăн юсавне пурнăçлама укçа-тенкĕ пăхса хăварман, анчах кунта та пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курма пулать.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика