Пĕлтĕртенпе Раççейре çĕнĕ уява паллă тума тытăннă. Вăл — Амăшĕ пулма хатĕрленекен йывăр хĕрарăмсен кунĕ. Ăна çулталăкне икĕ хутчен уявлаççĕ — апрелĕн 7-мĕшĕнче тата октябрĕн 7-мĕшĕнче.

Çак куна халалласа паян Вăрмар муниципаллă округĕн ларусен залĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене чысларĕç. Вĕсене ЧР Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Павлов, Вăрмарти тĕп больницăн гинеколог-тухтăрĕ Елена Чапурина, РФ Социаллă Фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç.

Амăшĕ пуласси — чи пысăк телей, вăл — пурнăç парнелекенĕ, пурнăçа малалла тăсаканĕ тесе палăртрĕç вĕсем. Ача кĕтекен хĕрарăмран илемли никам та çук. Çемьере ача мĕн чухлĕ нумайрах, телейĕ те çавăн чухлĕ ытларах. Амăшĕ пуласси — Турă панă чи пысăк парне.

Мероприятие хутшăнакансене Ольга Артемьева хитре юрăсемпе савăнтарчĕ. Çавăн пекех пулас амăшĕсене парнесем те парса тухрĕç.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ. 

hA9mP47 DGM

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика