mfuozn4f md

2023 çул Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тытăмĕшĕн тухăçлă пулнă. «Вĕрентÿ» наци проекчĕн мероприятийĕсем малалла пурнăçланса пынă. Нацпроект регионта 5 çул ĕçлет, ăна пурнăçлама 8,8 млрд тенкĕ уйăрнă, çав шутра 4,7 млрд — федераллă бюджетран.

Паянхи кун тĕлне Шупашкарта 2 шкулăн, Çĕнĕ Шупашкарта 1 шкулăн, Кÿкеçре 1 шкулăн строительстви пырать. 2023 çулта республикăри 10 шкулăн спорт залĕсене тĕпрен юсанă, çав шутра Вăрмар округĕнчи Пысăк Енккассинчи вăтам шкулăн спорт залне те çĕнетнĕ.

Ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»/ вĕрентÿ центрĕсем ĕçлеççĕ — пурĕ 217. Вĕсенче кунсерен 50 пине яхăн ача пĕлÿ илет. 2023 çулта «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» регионти проект шайĕн­че ачасене хушма пĕлÿ пама 766 вырăн йĕркеленĕ. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта «Кванториум» технопарксем ĕçлеççĕ, çавăн пекех мобильлĕ «Кванториум» та пур. Вăл муниципалитетсене тухса çÿресе ачасене роботсем тăвас ĕçпе паллаштарать.

2024 çулта Шупашкарта тата 2 «Кванториум» технопарк уçма палăрт­нă. Шкулсенче 11 спорт залне юсама, цифра хутлăхне ĕçе кĕртес тĕллевпе 39 вĕрентÿ организацийĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме, Çĕмĕрлере «IT-куб» Центр уçма, хушма пĕлÿ илмелли 1121 вырăн йĕркелеме тата ытти ĕçсене те пурнăçлама планланă.

Вăрмар округĕнче те «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»/ проект пурнăçланать. Вĕрентÿ центрĕсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, Пысăк Енккассинчи, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари, Кивĕ Вăрмарти, Энĕшпуçĕнчи, Чулкасри вăтам шкулсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Çак кунсенче Пысăк Енккасси шкулĕнчи «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ цент­рĕнче робототехника енĕпе «Роботсен ăмăртăвĕ» иртнĕ. Унта Вăрмар округĕнчи шкулсенче вĕренекен 14-15 çулсенчи ачасем хутшăннă. Ăмăртусем командăсем хушшинче иртнĕ. Командăсен палăртнă схемăпа роботсене пуçтармалла пулнă, унтан пуçтарнă роботсен /машинăсен\ ăмăртăвне йĕркеленĕ. Çамрăк техниксем хăйсем ăсталанă роботсен хăвăртлăхне, мĕнле чупнине тĕрĕсленĕ, вĕсене чăрмавсем лартнă трасса тăрăх чуптарнă.

Командăсем хушшинче «Роботсен ăмăртăвĕнче» Энĕшпуç шкулĕнчи «РОБОКС» команда /Владимир Николаев, Михаил Назаров/ абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Роботсене пуçтарассипе Чупай шкулĕнчи «VEX» команда /Артемий Федоров, Герман Васильев\ мала тухнă. Уйрăм ăмăртусен тапхăрĕнче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмар шкулĕнчи «Робомагия» командăна /Никита Павлов, Павел Петров/ çитекенни пулман.

Ытти командăсем те — Пысăк Енккасси шкулĕнчи «Драконсем» /Артем Викторов, Александра Шамсутдинова/, Мăнçырма шкулĕнчи «Мăнçырмасем» /Дмитрий Семенов, Валентина Егорова/, Чулкас шкулĕнчи «Гений» /Бибиробия Малахеева, Юлия Михайлова/, Çĕнĕ Кинчер шкулĕнчи «Роботикс» /Алек­сандр Кириллов, Клим Садовников/, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмар шкулĕнчи «VEX IQ» /Евгений Малинков, Тимур Камин/ — маттур пулнă.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика