kosmosАпрелĕн 12-мĕшĕ Раççей çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ кун. 1961 çулта çак кун тĕнче историйĕнче пĕрремĕш хут космоса Совет çынни Юрий Гагарин парăнтарнă. Чăвашсемшĕн Космонавтика кунĕ мăнаçланмалли тепĕр сăлтав. Мĕншĕн тесен космоса парăнтарнă космонавтсен йышĕнче пирĕн Андриян Николаев та пулнă. Мухтавлă ентешĕн - Чăваш Республикин пĕрремĕш космонавчĕн А.Г.Николаевăн - ятне республикăра пурăнакан кашни çын, ватти те, вĕтти те, пĕлет.

Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тă­ван республикăна чапа кăларчĕ, Çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕк пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтерчĕ. Авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа кăçал 95 çул çитет. Çак пулăма халалласа эпир Карăкçырми ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче мероприяти ирттертĕмĕр.

Ачасем А.Николаевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç. Анд­риян мĕн ачаран çутçанталăка юратнă, çынна çын вырăнне хурса хисепленĕ, пĕр тытнă ĕçе юратса та тĕплĕн, таса кăмăлтан туса пынă. Пĕчĕк чухнех çăлтăрсем хушшине çул хыв­ма ĕмĕт­леннĕ чăваш хресченĕн ывăлĕ. Ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе, вашаватлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе ялан палăрса тăнă. Паттăр Андриян çинчен сăвăсем итлерĕç ачасем. «Космонавт пулас тесен мĕнле пулмалла?», «Уйăх е хĕвел?», «Çĕр, çулăм, шыв, сывлăш» вăйăсем вылярĕç. Пухмалли материалсенчен тĕрлĕ йышши конструкцисем пухрĕç, оригами мелĕпе хутран ракетăсем турĕç. Космос çинчен калакан каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Андриянăн «Вĕç, вĕç, куккук» ятлă юратнă юррине те итлерĕç ачасем.

Мероприяти усăллă та кăсăклă иртрĕ. Андриян Николаевăн мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та манăçмĕ. Унăн ĕçне малалла тăсакансем ÿссех пырасса шанас килет.

Надежда АЛЕКСАНДРОВА, Ирина ЛЬВОВА, воспитательсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика