Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата муниципаллӑ службӑн хаклӑ ветеранӗсем!

Сире Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Республикӑра, кашни муниципаллӑ округра е хула округӗнче, кашни ялта е поселокра пурӑнакан ҫынсемпе тачӑ хутшӑнса пурнӑҫлакан пархатарлӑ ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.

Пысӑк шайри ӑсталӑхӑр, суйласа илнӗ ӗҫе парӑнни, тӑван кӗтесе чунтан  юратни хӑвӑра шанса панӑ территорисен ҫирӗплӗхне ӳстерме тата вӗсене кал-кал аталантарма май парать. Инвестици тата туризм илӗртӳлӗхӗ ӳсет, пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланаҫҫӗ, чи кирли – хуть хӑш вырӑншӑн, кашни ҫыншӑн ҫивӗч шутланакан тӗллевсем кирек хӑш сферӑрах, кирек хӑш ҫул-йӗр енӗпех тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӗсем социаллӑ пурнӑҫ, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферине е халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтусене пырса тивнине пӑхмасӑр. Ҫакна тума ҫынсемпе тӑтӑшах хутшӑнни, чи мелсӗр темӑ-семпе ҫивӗч ыйтусене те тӗплӗн сӳтсе явни пулӑшать.

Муниципалитетсене аталантарасси ҫине республика Правительстви ҫул-тан-ҫул тимлӗрех пӑхать. Вӗсен финанс никӗсӗ ҫирӗпленет, экономика вӑй-хӑвачӗ ӳсет, управлени енӗпе малта пыракан ӗҫ мелӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

Кашни муниципалитетпа хула округӗн малашлӑх ҫул-йӗрне Чӑваш Рес-публикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи ком-плекслӑ ҫӗнӗ программинче те палӑртса хӑварнӑ. Вӑл вӗсене туллин те тӗрлӗ енлӗн аталантарма ҫӗнӗ вӑй-хал кӳрессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Ку енӗпе пирӗнпе сире пӗрлехи пысӑк ӗҫ кӗтет.

Сире ҫак пӗлтерӗшлӗ те ҫӑмӑл мар, Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫын ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре иксӗлми вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем сунатӑп! Пур тӗрлӗ ырлӑхпа телей сире!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                               Олег Николаев

 

Уважаемые работники органов местного самоуправления, дорогие ветераны муниципальной службы!

Поздравляю вас с Днем местного самоуправления!

Сложно переоценить вашу роль в коммуникации с жителями нашей республики, каждого муниципального или городского округа, каждого села или поселка.

Ваш профессионализм, верность избранному делу, любовь к своей малой родине обеспечивает стабильность и процветание территорий, за которые вы отвечаете. Повышается инвестиционная, туристическая привлекательность, улучшаются условия для жизни, а самое главное – эффективно решаются актуальные для каждой местности, каждого гражданина задачи в любых сферах или направлениях. Будь это социальная сфера, жилищно-коммунальное хозяйство или вопросы занятости. Здесь важно быть в постоянном диалоге с жителями, быть в контакте даже по самым неудобным темам или проблемам.

Из года в год Правительством республики уделяется большое внимание развитию муниципалитетов. Укрепляется их финансовая база, повышается их экономический потенциал, внедряются передовые управленческие практики.

Интересы каждого муниципального и городского округа найдут отражение и в новой Комплексной программе социально-экономического развития Чувашской Республики до 2030 года. Уверен, она придаст новый импульс для их развития и процветания. В этом направлении впереди нас ждет большая совместная работа.

Желаю вам энергии и успехов в такой важной и непростой работе, работе во благо каждого жителя Чувашской Республики! Всего вам самого доброго, счастья и благополучия!

Глава Чувашской Республики                                                 Олег Николаев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика