groÇитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.

Шкул ачисем хальхи вăхăтра Аслă Çĕнтерÿ кунĕ – Майăн 9-мĕшĕ тĕлне поселокри тĕп площадьре иртекен парада хатĕрленеççĕ. Репетицисем ирттереççĕ. Вĕсене ку енĕпе шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен /ОБЖ/ урокĕсене чылай çул вĕрентекен пысăк опытлă учитель Владимир Павлович Антонов хăнăхтарать. Çирĕп дисциплинăна хăнăхнăскер ачасенчен те çавнах ыйтать. Паллах, шкул ачисемпе - нумай класпа пĕр харăсах ĕçлеме ансат мар, пурте лайăх илт­чĕр тесессĕн сасăна вăйлатакан аппаратсăр май килмест. Пулăшу кÿрес тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Александрович Зоринăн Вăрмар районĕнчи пулăшуçи, «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Григорьевич Иванов шкула сасăна вăйлатакан аппарат – громкоговоритель парнелерĕ. Хальхи йышши çĕнĕ техника универсаллă, унпа тÿрех флешка лартса та калаттарма пулать. Сасă вăйне темиçе режимпа улăштарма май пур.

«Ку парне питĕ вырăнлă пулчĕ. Çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунне, «Зарница», «Орленок» çарпа патриотизм вăййисене ирттерсе яма пулăшĕ. Малашне шкулта вĕрентÿсем, хăнăхтарусем вăхăтĕнче те усă курăпăр», - палăртрĕ шкул директорĕ Петр Васильевич Алексеев. Çĕнĕ техникăна усă курма пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен урокĕсене вĕрентекене Владимир Павловича шанса пачĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика