Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Халăх пĕр­лĕхĕн кунне — историллĕ тымарлă тата тарăн пĕлтерĕшлĕ уява паллă тăвать. 412 çул каялла çак кунсенче халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă. Халăх вăйĕ Раççейĕн пĕрлĕхне тавăрнă тата унăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă.

Эпир хамăрăн йăла-йĕркесене çирĕп тытса пыратпăр. Паян пирĕн ентешĕмĕрсем алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршывăн чиккисене паттăррăн хÿтĕлеççĕ. Волонтерсем тата ырă кăмăллă ытти çынсем кирлĕ снаряжени туянаççĕ, гуманитари посылкисем пуçтараççĕ, маскировка сеткисем, ăшă япаласем çыхаççĕ, хавхалантаракан сăмахсемлĕ çырусем çыраççĕ те çапăçусем пыракан хĕрÿ вырăнсене ăсатаççĕ. Ку вăл пирĕн салтаксем, асаттемĕрсемпе мăн асаттемĕрсем пекех, тăшмана тĕп туччăр тесе пулса пырать. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулать.

Хаклă ентешĕмĕрсем, активлă гражданла позици йышăннăшăн, Тăван çĕршыв умĕнче явап­лăх туйнăшăн, ăна юратнăшăн тав тăватăп сире. Пирĕнтен кашниех çĕршывăн суверенитетне çирĕплетес тата тăван тăрăха аталантармалли пĕрлехи ĕçе хăйĕн тÿпине хывать.

Пирĕн нумай нациллĕ республикăра 100 ытла тĕрлĕ халăх çынни туслăхра пурăнать. Мирлĕ пурнăçпа килĕшÿ никĕсĕ — пĕр-пĕрне хисепленире. Пурте вĕсем тивĕçлĕ пĕлÿ тата професси илме, социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курма, Чăваш Республикинче пурнăçланакан программăсемпе проектсене хутшăнма пултараççĕ.

Хаклă ентешсем, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп сире! Сывлăх, тăнăç пурнăç, килĕшÿ, Тăван çĕршывшăн — аслă Раççейшĕн пурнăçланакан ĕçре ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика