IMG 3188

Паян, ноябрĕн 4-мĕшĕнче çĕршывĕпех Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăватпăр. Çак кун пĕтĕм Раççей халăхне Тăван çĕршывăн пуян историйĕпе мăнаçланса пĕрлештерекен уяв. Шăпах çак кун, 1612 çулта, Дмитрий Пожарский кнеç тата Козьма Минин староста ертсе пынă халăх ополченийĕ, Турамăшĕн Хусанти турăшĕн хÿтлĕхĕпе, Мускав хулине Польша захватчикĕсенчен хăтарнă. Çак уява 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа кашни çулах паллă тăватпăр. Историре çак уяв Раççейре 17 ĕмĕрте Пăтранчăклă вăхăт вĕçленнипе çыхăннă.

Пĕрлĕхре пулнине палăртса уяв кунне Вăрмарсем те поселокри тĕп площаде пуçтарăнчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн, культура, библиотека ĕçченĕсем, территори пайĕн начальникĕсем пĕр шухăшлă пулнине палăртрĕç.

Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ Николай Павлов ертсе пычĕ, Раççей историйĕнчи çак кунпа çыхăннă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Наталья Иванова, территори пайĕсен начальникĕсем, культура, вĕрентÿ отраслĕн представителĕсем саламларĕç, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе çыхăнă хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Уяв ячĕпе художествăлла номерсем те пулчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика