Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН:

«Пиллĕкмĕш тытăм виçевĕ — цифра платформинчи чăн-чăн революци. Хальхи саманара ĕç тухăçлăхĕ цифровизаципе, искусствăлла ăс-тăн технологийĕсемпе тÿррĕн çыхăннă. 2030 çул тĕлне экономикăн мĕнпур отраслĕн­че тата социаллă сферăра цифра платформисем йĕркелемелле. Кунпа çыхăннă ыйтусене «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн татса памалла. Ултă çулта Раççейри организацисен пысăк пайĕ хамăр çĕршывра туса кăларнă программăсем çине куçĕ, производство тата управлени ĕçĕ-хĕлĕнче вĕсемпе анлă усă курма пуçлĕç».

Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă çĕршыври икĕ миллион ытла çамрăк аслă шкулсене тата колледжсене кĕме заявлени панă. Кăçалхи абитуриентсем «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервис пулăшнипе Раççейри кирек хăш вуза заявлени пама та, ĕç паракан тупса унпа тĕллевлĕ вĕренме килĕшÿ çирĕплетме те пултарнă. Ку меслет студента вĕреннĕ вăхăтра унран пулăшу илсе тăма, каярахпа вара çав предприятире ĕçе вырнаçма май парать.

РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Д.Чер­нышенко палăртнă тăрăх, Раç­çей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме тивĕçлĕ условисем йĕр­келенеççĕ. «Çĕршыври кадр потенциалне вăйлатма пулăшакан хатĕрсенчен пĕри — «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервис. Вăл пулăшнипе абитуриентсем аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă дистанци мелĕпе заявлени пама пултараççĕ. Тĕллевлĕ вĕренме кĕрес текенсем те суперсервис урлă заявлени параяççĕ», — тенĕ Дмитрий Чернышенко. Студентсене тĕллевлĕ вĕ­ренме кĕни малашлăхра ĕç рынокĕ ыйтакан профессие алла илме, вĕреннĕ вăхăтра стипенди илсе тăма, диплом илсен тÿрех ĕçе вырнаçма май парать.

ПĔЛМЕ

Чăваш Енри професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче кăçал 10 354 бюджет вырăнĕ уйăрнă. Çак шутран 2240-шĕ — рабочисене, 4343-шĕ — вăтам сыпăкри специалистсене, 3771-шĕ аслă пĕлÿллĕ специалистсене хатĕрлемелли программăсемпе килĕшÿллĕн вĕ­рентмелли вырăнсем.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика