Наталия ИВАНОВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрациĕн пуçлăхĕн заместителĕ — строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕн начальникĕ:«Халăх пĕрлĕхĕн кунне пĕтĕм Раççей халăхне пĕрлештерекен пĕр шухăшлăх уявĕ тесе шутлатăп. Раççейре пурăнакан пур халăх та пĕр тан, пĕр пек праваллă. Çапла вара Раççейĕн никам çĕнтерейми вăйĕ те халăх туслăхĕнче. Пĕрлĕхре пулни кăна пире халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеме май парать. Çемьере те, обществăра та килĕшÿре пурăнмалла, аслă ăру çыннисене, урăх наци халăхĕсене, вĕсен йăли-йĕркисене хисеплемелле. Пĕрлĕх туйăмĕ округа, республикăна, Раççее аталантаракан вăй пулнине манмалла мар».

Александр КРАСНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн гражданĕсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартакан уяв. Пĕр чăмăрта пулсан, пĕр тĕллевпе пурăнсан мĕнпур чăрмавсене çĕнтерме пулать. Хальхи вăхăтра эпир çăмăл мар вăхăтра пурăнатпăр, çавăнпа та нихăçанхинчен те ытларах пĕрлĕхре пулмалла, пĕр-пĕрне ăнланмалла».

Мираида СИМОНОВА, Пинерти территори пайĕн начальникĕ:«Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ Раççей халăхĕн çĕршыв хăвачĕшĕн пĕрле чăмăртанмалли авалхи йăли-йĕркине сăнарлать. Çакă пире ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума хавхалантарать, патшалăхăмăрăн интересĕсене, пирĕн халăхăн хăйĕн ăс-хакăл хаклăхĕсен никĕсĕ çинче малалла аталанмалли правине хÿтĕлеме, Хĕвел анăç çĕршывĕсен ушкăнне хирĕç тăма вăй-хал кÿрет. Пĕр-пĕрне пулăшасси, халăхсен туслăхĕ пирĕн пурнăçри яланхи тĕп хаклăхсем пулччăр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика