Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа виççĕмĕш çул пырать, Вăрмар округĕн салтакĕсене мобилизациленĕренпе те икĕ çул иртсе кайрĕ. Икĕ çул ытла ĕнтĕ вĕсем хăйсем çине пысăк яваплăх илсе Раççейĕн тăнăçлăхĕшĕн, мирлĕ пуласлăхĕшĕн хăюллăн çапăçаççĕ, Тăван çĕршывăмăра юратнине паттăрла ĕçĕпе кунран-кун çирĕплетеççĕ. Энĕшпуç ял çамрăкĕ Петр Юрьевич Пудриков та /сăн ÿкерчĕк çинче/ — вĕсен шутĕнче.
Петр Юрьевич Екатерина Аркадьевнăпа Юрий Васильевич Пудриковсен нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ, 5 ачаран вăл кĕçĕнни, пĕртен-пĕр ывăл. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, унтан Шупашкарти электромеханика колледжĕнче электрогазосварщике вĕреннĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне Рязань облаçĕнче кинолог пулса пурнăçланă. Демобилизаци вăхăчĕ çитсен контракт пусса тата тепĕр çур çула унтах юлнă. Тăван тăрăха таврăнсан Хусанта блоксем тăвакан предприятинче ĕçленĕ.
Мобилизаци пуçлансан амăшне хăйĕн ывăлне хĕрÿ вырăна ăсатса яма çăмăл пулман паллах. /Ашшĕ, шел те, паянхи кунччен пурăнса çитеймен, 2010 çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă\. Анчах Петр Юрьевич Тăван çĕршывăмăра, çывăх çыннисене хÿтĕлев кирлине ăнланса салтак тумне пĕр туртăнса тăмасăр тăхăннă та тăшмана тĕп тума тухса кайнă.
Халĕ «Белый» позывнойлă ентешĕмĕр Чăваш полкĕнче, пехотăра, службăра тăрать. Харсăрлăхпа, хăюлăхпа кунсерен палăрса умне лартнă çар задачисене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, тăшмансен атакисене сирсе ярса вĕсен речĕсене сайралатать. Ахальтен мар Петр Юрьевича Жуков медалĕпе, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медальпе наградăланă.
Кашни çур çулта тăван тăрăха кĕске отпуска килсе каять Петр Юрьевич. Шăпах çак кунсенче те вăл черетлĕ хут тăван ялне, тăван килне килсе çитнĕ.
Амăшĕн тата аппăшĕсен савăнăçĕ мĕн тери пысăк пулнине калама кирлĕ мар ĕнтĕ. Вĕсем Петршăн ирĕн-каçăн кĕл тăваççĕ, ятарлă çар операцийĕ пирĕннисен Çĕнтерĕвĕпе вĕçленсе кашни салтак тăван килне таврăнасса шанаççĕ. Паллах, Петр Юрьевича тăтăшах гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. «Тыл пулăшăвĕ салтаксене хавхалантарать. Çĕнтерĕве пурин те пĕрле çывхартмалла, мĕншĕн тесен пĕрлĕхре кăна эпир вăйлă», — теççĕ вĕсем.
Ирина ДАНИЛОВА