Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Валериевич Семенов ятарлă çар операцине 2022 çулхи октябрь уйăхĕнчен хутшăнать. Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне тата никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварма вăл мобилизаци йĕркипе тăнă. Çак кунсенче Александр Валериевич тăван килĕнче — черетлĕ кĕске отпускра. Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ, çывăх çыннисемпе те пĕрле пулмалла, килте чухне ку е вăл ыйтăва татса памалли те пур паллах, çапах та пирĕнпе калаçма та вăхăт тупрĕç салтакпа унăн çемйи.
Александр Валериевич, каларăмăр ĕнтĕ, анаткассем. Нина Николаевнăпа Валерий Георгиевич Семеновсен нумай ачаллă çемйинче çут тĕнчене килнĕ вăл, виçĕ ачаран — кĕçĕнни, пĕртен-пĕр ывăл. Шкулта лайăх вĕреннĕ, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне Саратов облаçĕнче чугун çул çарĕсенче пурнăçланă. Çартан таврăнсан çемье çавăрнă, Патти хĕрне Лариса Владимировнăна хăйĕн мăшăрĕ пулма суйланă. Çамрăк çемье Александрăн тĕп килĕнче, унăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле, пурăнма тытăннă. Вăхăт кустăрми малаллах çаврăннă. Семеновсен кил-çуртĕнче ача-пăчан — хĕрпе ывăлăн — хаваслă сасси те янăрама пуçланă. Лариса Владимировнăпа Александр Валериевич иккĕшĕ те ĕçленĕ, ачисемшĕн тăрăшса пурăннă, пурнăç çулĕпе алла-аллăн туслăн утăмласа кил-çурт тăнăçлăхне упранă.
Анчах ыранхи кун мĕнле пулассине паян пĕлме çук çав. 2022 çулта мобилизаци пуçлансан Семеновсен хăйсен юратнă ывăлне, шăллĕне, мăшăрне, ашшĕне — Александр Валериевича — çара ăсатма тивнĕ. «Мобилизаци пире пырса тивмест пуль тенĕччĕ, анчах повесткăна килех пырса пачĕç. Питĕ кулянтăмăр пулин те, шăпаран иртеймĕн. Мобилизациленĕ ытти салтаксемпе пĕрле пирĕн Саша та тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайрĕ. Уйрăмах ачасене ашшĕнчен уйрăлма йывăр пулчĕ», — каласа парать мăшăрĕ Лариса Владимировна.
Александр Валериевич зенитлă ракетăллă çарсенче службăра тăрать, вăл унта водитель. Виççĕмĕш çул Тăван çĕршывăмăра чыслăн хÿтĕлекенскер виçĕ наградăна тивĕçнĕ: «Паттăрлăхшăн», «Ятарлă çар операцийĕн участникне» тата Жуков медалĕсене. Лариса Владимировна палăртнă тăрăх, мăшăрĕ СВОри лару-тăру çинчен ытлашши темех каласа памасть. Ахăртнех, çывăх çыннисене кулянтарас темест. Анчах унта салтаксен тем тĕрлĕ йывăрлăхпа та куçа-куçăн тĕл пулма лекни каламасăрах паллă... Семеновсем çакна лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа Александр Валериевичăн пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе округран гуманитари пулăшăвĕ каймассерен кашнинчех ăна кирлĕ япаласем парса яраççĕ.
Ачисем те ашшĕн кăмăлне çĕклеме тăрăшаççĕ, çыру çыраççĕ, ÿкерчĕксем ярса параççĕ. 8 çулти Алина тата 7 çулти Семен ашшĕне питĕ юратаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Кăçал вара Семеновсен çемйи татах хушăннă, май уйăхĕнче вĕсен Виктория ятлă хĕр çуралнă. Виктория тесе ахальтен ят хуман ĕнтĕ хĕр пĕрчине. Латин чĕлхинчен вăл «Çĕнтерÿ» тесе куçать. Апла пулсан, тăван тăрăха Çĕнтерÿпе хăвăртрах таврăнма хавхалантаракан сăлтавĕ татах пысăкланнă Александр Валериевичшăн. Çывăх çыннисем пĕтĕм чун-чĕререн кĕтни ăна тĕрев парать, çунатлантарать. «Çĕнтерÿ пирĕн енче пулать!» — тет вăл пĕрре те иккĕленмесĕр.
Ирина ДАНИЛОВА