«Раççейри ĕç» тытăмăн Вăрмарти центрĕн консультанчĕсен хастарлăхне палăртнă

banner na sajtЧР Ĕçлев тата хÿтлĕх министерствин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, рес­публикăри «Раççейри ĕç» центрсем халăх патне 228 хутчен тухса çÿресе 2,6 пине яхăн çынна хăйсен пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ. 1620 çынпа профориентаци тесчĕ ирттернĕ. Вĕсен шутĕнче — ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен тухма хатĕрленекен 99 çын.

ЧР Ĕçлев тата хÿтлĕх министерствин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, рес­публикăри «Раççейри ĕç» центрсем халăх патне 228 хутчен тухса çÿресе 2,6 пине яхăн çынна хăйсен пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ. 1620 çынпа профориентаци тесчĕ ирттернĕ. Вĕсен шутĕнче — ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен тухма хатĕрленекен 99 çын.

Информаципе консультаци кунĕсем 223 хутчен иртнĕ. Унта хутшăннă çынсене кадрсен центрĕсем урлă ĕçе выр­наçнă чухне тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕсен программисем çинчен ăнлантарнă, вĕсем «Раççейри ĕç» порталта ĕç шырама, резюме çырса вырнаçтарма, «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче вĕренме заявкăсем пама хăнăхнă.

«Раççейри ĕç» управляющи цент­рĕн директорĕ Виктор Ковалев палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче мобильлĕ офиссем Улатăр, Çĕмĕрле, Патăрьел, Вăрнар, Йĕп­реç, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне муниципаллă округĕсенче ĕçлеççĕ. Октябрь уйă­хĕнче «Раççейри ĕçĕн» Вăрмар, Куславкка тата Патăрьел центрĕсен консультанчĕсем уйрăмах хастар ĕçленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа, мобильлĕ офиссем халăх патне тухса çÿренĕ май, аякри ялсенче пурăнакан 1008 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсен шутĕнче — çул çитмен 668 ача, нумай вăхăт ĕçсĕр ларнă 132 çын.

Саккун хевтесĕр çынсене ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлет

Патшалăх хевтесĕр çынсен интересĕсене хÿтĕлессине мала хурать. Саккунпа килĕшÿллĕн, 35 çынран ытларах ĕçлекен компанисен сусăр çынсене валли 2 процентран пуçласа 4 процент таран ĕç вырăнĕ уйăрса памалла.

Палăртмалла, Патшалăх Думи «О внесении изменения в статью 5.42 Кодекса Российской Федерации об административных правонарушениях /в части усиления административной ответственности для работодателей за несиполнение обязанности по выделению рабочих мест для трудоустройства инвалидов\» Саккуна йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, асăннă нормăна пăхăнмасан, сусăр çынсене палăртнă квота ша­йĕнче ĕçе йышăнмасан явап тытма лекет. Должноçри çынсене тÿлеттерекен штраф 30 пин тенкĕ таран пулма пултарать, уйрăм çын предпринимательсен — 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчи çынсен — 100 пин таран. Улшăнусем сусăр çынсене ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлеме, вĕсене ĕç гарантийĕсемпе тивĕçтерме пулăшĕç.

«Халăхăн пурнăç пахалăхĕ – тĕп приоритет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Эвелина Михайлова. Кăларăма Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика