Кашни çулах юр ирĕлсе пĕтсен, çĕр типме пуçласан хĕл каçа пуçтарăннă ăпăр-тапăр, иртнĕ çулхи çÿп-çап çиеле тухать, куç умне тирпейлĕхсĕр тухса тăрать. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял тăрăхĕсенче субботниксем ирттереççĕ. Ку, паллах, пĕччен тумалли ĕç мар, ял çыннисемпе пĕрле пуçтарăнмасăр май килмест. Чупай ял тăрăхĕн территорине пĕрле пухăнса тасатас тесе йыхравласассăн та пухăнмарĕç çынсем. Чупай ялĕнче çуралса çитĕннĕ харсăр чун-чĕреллĕ Татьяна Владимировна Григорьева, ялта «У Татьяны» лавкка тытса тăраканскер, вара тÿссе тăраймарĕ. Вăл пуçарулăх кăтартса ял территорйĕнче, çав шутра çырма хĕррисене, пĕве йĕри-тавра, çăл патĕнче тасатрĕ, ăпăр-тапăр пухрĕ. Посадка хĕррипе те ăпăр-тапăр чылай пухăннă. Унта та тасатмалла. Пĕр пĕччен вăл 200 михĕ ăпăр-тапăр пухнă. Çак ырă ĕçе унпа пĕрле Чупай ялĕнчи тепĕр харсăр чĕреллĕ Илья Иванович Семенов та хутшăнчĕ. Пĕр кунта иккĕшĕ вĕсем 50 михĕ ăпăр-тапăр пухрĕç. Çапла ырă ĕç туни яла илем, экологи тĕлĕшĕнчен тасалăх кÿрет. Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич Иванов «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе Ю.Ивановпа пухăннă мĕнпур миххе тиесе тухма килĕшÿ тунă. Нумай та кĕттермен - çÿп-çапа тиесе те тухнă.
Э.МИХАЙЛОВА.