IMG 0436Пысăк Енккасси шкулĕнче иртнĕ кунсенче пĕлтерĕш­лĕ пулăм пулса ирт­рĕ. 4-мĕш клас­ра вĕренекенсене торжествăлла лару-тăрура кадетсен йышне илчĕç.

Пысăк Енккасси шку­лĕнче кадет пĕлĕвне 2008 çултанпах йĕркеленĕ. Унтанпа 4 кадет класне вĕрентсе кăларнă. Выпускниксем паянхи кун та хăйсене çирĕп дисциплинăллă вос­питани парса çитĕнтернĕшĕн шкула килсе вĕрентекенсене тав тăваççĕ. Çапла палăртать пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен /ОБЖ\ предметне вĕрентекен Вячеслав Николаевич Иванов. Халĕ 10-мĕш класри кадетсемпе пĕрле малашне 4-мĕшĕнчисене те пурнăçри чи кирлĕ хăнăхтарусене вĕрентме тытăнĕ вăл. Паллах, класс руководителĕпе, Анна Владимировна Константиновăпа, ытти шкул ĕçченĕсемпе пĕрле. Çак кун шкула сумлă хăнасем йышлă пухăнчĕç. Вĕсен йышĕн­че Вăрмарсен Шупашкарти ен­тешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Ня­гин, Пĕтĕм Раççейри ирĕк­лĕ пушар обществин Чă­ваш Енри уйрăмĕн Çĕрпÿри подразделенийĕн представителĕсем А.Егоров, А.Сорокина, Чă­ваш Енри пушар хуралĕн ветеранĕ В.Пет­ров, Вăрмар район администраци­йĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн замес­тителĕ Н.Ива­нова, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Алек­сан­дрова, районти шкулсенчи вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен замес­тительсем, кадетсен ашшĕ-амă­шĕсем.

Кадет тумĕ тăхăннă 4-мĕш клас­ра вĕренекен 20 ача сцена çине тухса тăчĕ. Шкул директорĕ Луиза Ивановна Кириллова шкул хушăвĕпе килĕшÿллĕн ачасене кадетсен йышне илме йышăннине пĕлтерчĕ, ачасене ăнăçу сунчĕ. «Клянемся, клянемся, клянемся», - тесе тупа турĕç кĕçĕн кадетсем. Çак ятпа вĕсене ятарлă удостоверенисем парса тухрĕç. Пурнăçри пĕрремĕш явап­лă та тивĕçлĕ утăма тунă ятпа шкул ачисене хăнасем саламларĕç, кадет тумĕ ачасене шанăçлăх, çирĕплĕх кÿрессе, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пырасса шаннине пĕлтерчĕç.

4-мĕш класри кадетсен командирĕ пулма шкула Кивĕ Мăнтăртан çÿрекен Давид Анд­реева суйланă. Малашне хă­йĕншĕн кăна мар, пĕтĕм класшăн яваплă пулма тивĕ унăн.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика