ceCBu3MeUnOlwbHLjC677fzG9InsSTzHwDFFImHCiYmlS1HVVHrQZrtwsD06 U2h5dQk SWS5Gkggh 4c9tGneQTВăрмар округĕ пирĕн хÿтĕлевçĕсемшĕн çирĕп тыл пулса тăрса халăхăн чăн-чăн пĕрлĕхĕн тĕслĕхне кăтартать.

Салтаксем чикĕсене хÿтĕленĕ чухне кунта, тылра, ĕç вĕрет: волонтерсем тата активистсем гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса кирлĕ çĕре илсе çитереççĕ. Пулăшу салтаксем патне кăна мар, чикĕ çумĕнче пурăнакансем патне те çитет.

Çак кунсенче Курск обла­çĕн­чи шар курнă халăх валли «Эпир Курск облаçĕпе пĕрле» программа шайĕнче черетлĕ гуманитари конвойĕ çула тухнă. Округра пурăнакансем йывăр условисенче пурнăçа çăмăллатма пулăшакан япаласем пуçтарса ăсатма тăрăшнă: флисран çĕленĕ ăшă тумтир, çăм нускисем, хĕллехи палаткăсем, турист баллонĕсем, эмелсем, аптечкăсем тата ытти те.

Айккинче юлман кашни çын тава тивĕç. Çак пулăшу фронтпа тыла çыхăнтарса тăрать, йывăрлăх тÿсекен çынсен чĕрисене ăшăтать.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика