rmbJM8IseQrl61m0h8jZbupcbMv DeDQpbXQ VnoNqtZrSUciaZBdqUbRokjQmMaHknIk6oJcucr 9XCu2T1aPCH

Вăрмарти благочини салтаксене валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă.

Канаш епархийĕн V-мĕш округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей кĕлĕ ирттернĕ тата салтаксем патне ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕпе каякан автомашинăна Турă шывĕ сапса сăвапланă.

Гуманитари пулăшăвне салтаксем мĕн ыйтнине шута илсе пуçтарнă, çавăн пекех унта маскировка сеткисем те пулнă. Унсăр пуçне Леонид атте михĕсемпе сухан тата ыхра, утиялсем, вырăн таврашĕ, чиркĕве çÿрекен çынсем çыхнă çăм нускисем парса янă.

«Тăван тăрăхăн пĕчĕк пайĕ пирĕн салтаксене вĕсен çăмăл мар çар пурнăçĕнче ăшăтса тăтăр», — тенĕ Леонид атте.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика