kniga«Шоркистры и шоркистринцы» тесе ят панă хăйĕн çĕнĕ кĕнекине хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Иван Васильевич Криков. Кăларăмра вырăсла çырнă тĕрленчĕксемпе пĕрлех чăвашла хайланисем те чылаях, эппин, ятра тăван чĕлхепе çапла картса хумалла пуль: «Энĕшпуç тата энĕшпуçсем».

Кĕнеке самаях хулăн – 554 страницăллă. Формачĕ хăнăхни: 60Х84 виçеллĕ. Тытăмĕ енчен пăхсан материалсене 17 пая пухнă, Энĕшпуç сăвăçисен хайлавĕсем пур. Тĕрлĕ пулăма, çурт-йĕре, çынсене сăнлакан 105 фотоÿкерчĕке уйрăм, кĕнеке вĕçĕнче, вырнаçтарнă.

Ватă еннелле сулăнсан ачалăха аса илетпĕр - çапла вĕт. Автор та хăйĕн ачалăхне таврăнса мĕн ытларах асра юлнине çырса кăтартать: Кĕçĕн Энĕшре пулă тытни, хĕлле конькипе е йĕлтĕрпе ярăнни, футбол выляни, тус-тантăшпа велосипедпа ăмăртмалла чупни… Çуркунне килессе чăтăмсăррăн кĕтнине К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи йĕркесемпе: «Килчĕ ырă çуркунне, килчĕ, ячĕ ăшăтса, Хĕвел савать тĕнчене хĕл ыйхинчен вăратса» тесе сăнарласа кăтартать. Кĕçĕн Энĕш ял ачисен /паллах, аслисен те\ савăнăçлă пурнăçĕнче питех те ăшă асаилÿсем хăварнине палăртса çак пысăках мар юханшыв пирки ăнлантарса çырнине вырăнлă тесе шутлатăп.

Энĕшпуç ялĕн кун-çулне – хăçан пуçланса кайнă, пирвайхи кил-çурт хуçисем камсем, ĕлĕкхи вăхăтра административлă тытăмĕ еплерех пулнă - çак ыйтусене автор тĕпчев кĕнекисенчи, энциклопедисенчи йĕркесемпе çыхăнтарса ăнлантарать. Эппин, автор калавĕ чăнлавсемпе никĕсленсе тăрать. Энĕшпуç - пысăк ял. Паллах, пуçламăшĕнче вăл пысăках пулман. Халапсенче вăл еплерех йĕркеленнине В.Д.Дмитриевăн «Чувашские исторические предания» кĕнеки тăрăх йĕрлеме пулать. Çапла тă­вать те автор. «Энĕшпуç: иртнине тинкерни» пайра Енккасси çыннисем мĕншĕн çак вырăна суйласа ял хывнине сăнарлă ÿкерчĕксемпе ăнлантарать. «Энĕш­пуç ялĕ çурма утравра ларнă пек туйăнать, - тет автор. – Виçĕ енчен юханшывсем хупăрласа тăраççĕ: Катек - хĕвеланăçĕнчен, Кĕçĕн Энĕш - çурçĕртен, хĕвелтухăç енчен – Шуркĕсре. Юнашарах вăрман тăрăхĕ. Ырлăх мар-и!»

Автор ăнăçлă сăнлăхсем тупса калавне илемлетет. Акă çăпата çинчен çырнă чух ăна мĕнле ăсталанине, вăл халăх пурнăçĕнче еплерех вырăн йышăннине сахал сăмахпах нумай хыпар пĕлтерет, вăрманта тискер пыл хурчĕсен çимĕçне пухнине те вулама интереслĕ.

Кĕнекене вуланăçем Энĕшпуçсем ял историне аван упранине туйсах тăратăн. Тĕслĕхрен, кăларăмра аслă çулти çынсенчен çырса илнĕ асаилÿсемпе усă курни вырăнлă тесе палăртсах калатăп. Акă, Егоров Н.Е./1927-1997\ ялти пулăмсем çинчен çынсем каласа панине тата хăй курни-илтнине хут çине тĕрлесе хăварнă: «…Чиркÿне тунă чухне шалтан илемлетме халăх пулăшнă. Уйрăмах пуянсем. Чиркÿн алăк патĕнчи люстрăна Гаврил Иванович, алтарь патĕнчи люстрăна Михаил Трофимович хуçасем илсе панă» /23 стр./.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи пурнăçа А.П.Павлов /1889 ç./ çырса пынă Кун кĕнекинчен пĕлетпĕр. Хăйĕн ачалăхне, çамрăклăхне аса илсе çырнă вăл. Кашни тапхăрах ят парса тухнă: «Эпĕ пĕчĕккĕ чухнехи», «Вун ултă çултан пуçласа çирĕм пĕр çула çитиччен. Хуйхăсăр пурнăç» тата ытти те. Калавлани тăрăх ĕлĕкхи чăвашсем хальхи калаçуран кăшт урăхларах сăмахланине ăнланатăн. Вулăр-ха ак, «Авлантарни» сыпăка. Тĕлĕнсе кайăн – чĕлхинчен, диалогсем тума пĕлнинчен. Сăнарлăхран. Пĕр-пĕр писатель валли хатĕр сюжет вĕт!

Историллĕ пулăмсем пирки çав вăхăтра пурăннă çынсен асаилĕвĕсемпе тата архив чăнлавĕсемпе усă курса çырса кăтартнă: Чаппан вăрçи /1921 ç./, ялта Комсомол юхăмĕ сарăлни.

Паллах, паянхи вулакан анлă тавракурăмлă, нумай пĕлет. Вăл хăйех истори пулăмĕсене тĕрĕс хак пама пултарать, çапах та асăннă асаилÿсем пирки автор шухăш-кăмăлне те пĕлес килет-çке. Тен, кăшт-кăшт комментарисем панă пулсан лайăхчĕ. Юрать, çапла тума вулакансене хăйсене ирĕк парар…

Мĕнлерех калавлать-ха автор тăван ялĕ çинчен?

Ара, ял ăçтан пуçланать – кил-çуртран. Кил-çуртсем нумайланса пынă­çем урамсем йĕркеленеççĕ вĕт! «Сăмахăм урамсем çинчен» пайра ял урамĕсем пирки илĕртÿллĕ, историллĕ экскурс йĕр­келесе, хаçатсенче пичетленнĕ тĕр­ленчĕксемпе усă курса çырса кăтартать. Хăш-пĕр çаврăмсем илемлĕ литература произведенийĕсенчи лирикăлла сăнлăхсем пекех вуланаççĕ. Тĕслĕх­рен, «Совхоз урамĕ» пайра «Шур пир сарса кĕтсе илĕç» тĕрленчĕкре çакăн пек йĕр­кесем пур: «…Сире вара, çĕнтерÿçĕсене, Тăван çĕршыв, тăван халăх çурта çутса эсир пырас çул е сукмак çине шур пир сарса кĕтсе илĕ». Ку ĕнтĕ паян-­ыран Тăван çĕршывшăн çапăçăва кĕрес çамрăк салтаксене командирĕ пиллесе калани. Автор 1941-1945 çулсенчи вăрçă паттăрĕн Петр Павлович Павлов кун-çулне йĕрлет. Унăн асаилĕвĕсем историн вилĕмсĕр палăкĕ пулнине çирĕплетет.

«Совхоз урамĕ» - ялти тĕп урам шутланать. Кунта хăй вăхăтĕнче кантур, машинăпа трактор паркĕ, фермăсем пулнă. Хуçалăх ĕçченĕсем валли икшер хутлă çуртсем туса лартнă. Хальхи вăхăтра Григорьев Н.П., Сарапаева Т.Н. çĕр ĕçне ăнтарса пыраççĕ», - тет автор. Кĕнекене вуланăçем çак урамри килсенчен тухса ялта, районта, республикăра, çĕршыв­ра хăйсен ĕçĕсемпе чапа тухнă энĕш­пуçсемпе паллашатпăр.

«Пурнăç çынни» тĕрленчĕкри çак йĕр­кесене вулатăп: «Энĕшпуç ялĕнче шавлă, кĕрлесе тăракан Тĕп урамра чиркÿ çумĕнче тăван ене, çĕре юратакан хăтлă та капмар кил-çуртра ят-сума тивĕçнĕ, хисеплĕ те пултаруллă ентеш Николай Михайлович мăшăрĕпе пурăнать». Камсем-ха вĕсем? Ытти урамсенче пурăнакансем тата…Кĕнекене вуласа пынă май кашни кил-çуртри çынсем пирки пĕлетĕн, паллама пуçлатăн.

Кĕнекере энĕшпуçсемшĕн ырă ĕçсем туса хăварнă Петр Васильевич Васильев священник çинчен нумай ăшă сăмах каланă /50-55 стр.\. Чиркÿ тăвас ĕçри пысăк тÿпи, энĕшпуçсене сад-пахча çитĕнтерме, пыл хурчĕ пăхма вĕрентсе хавхалантарни.

Ырă тĕслĕх ырă çимĕç кÿретех. «Хальхи вăхăтра, - тет автор. – Ялта 30 ытла хуçалăхра утар тытаççĕ». Çак ĕçе юратакансемпе паллаштарнă май ăслă та пултаруллă пыл хурчĕ пирки, утар, вĕлле çинчен калавласа ăнлантарни паха. Энĕшпуçри пыл туса илекен ăстасен ĕçне тĕрлĕ хаçат-журналсенче çутатни ăнсăртран мар ĕнтĕ.

Энĕшпуç ялĕ хăнасене яланах тарават пулнă. «1950 çулта престол уявĕ вăхăтĕнче, майăн 21-мĕшĕнче, пирĕн пат­ра чăвашсен паллă поэчĕ, композиторĕ Валентин Урташ пулчĕ. Хĕрсем унăн «Укăлча умĕнче шурă хурăн» юррине юрларĕç. Урташ куншăн савăнчĕ». Ку пулăм пирки автора хăй те юрлама ăста Мария Васильевна Сытина каласа панă иккен. Çапах та тÿрлетем, Валентин Урташ композитор пулман, вăл юрăсем валли сăвăсем çырассипе пултаруллă пулнă, «Укăлча умĕнче» сăвва вара Григорий Хирпÿ композитор кĕвве хывнă.

64-мĕш страницăра яла Болгарирен этнографсем килнине аса илтерекен калав пур. Вулама интереслĕ.

Ялта пĕрремĕш лавкка хăçан, ăçта уçăлнă тата вăл камăн пулнă? Мĕншĕн энĕшпуçсем пĕлÿ илме Патти ялне утнă-ха? Ялта хăçан пĕрремĕш шкул уçăлнă? /66 стр.\ Чиркÿ çуртне хăçан хăпартнă? Пирвайхи священник кам пулнă? Пĕлес килет-и?! Кĕнекере кун пирки лайăх çырса кăтартнă.

Василий Цыфаркин.

Сăн ÿкерчĕкре: Çĕнĕ кĕнеке çапла хуп­лашкаллă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика