«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче ноябрĕн 6-9-мĕшĕсенче Ржев хулинчи Кĕрешÿ тĕсĕсен спорт шкулĕнче 12-14 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Ăна Японири Николай Святитель ячĕпе йĕркеленĕ.
Турнир Раççейре мала тухмалли ăмăртусене суйламалли пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулса тăчĕ. Спорт мероприятийĕ чи хастар самбистсен пысăк йышне кавирсем çинче пĕр чăмăра пухрĕ. Турнира çĕршыври 26 регионран 400-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Çав шутра Чăваш Республикин представителĕсем те, вĕсен хушшинче — А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмĕн воспитанникĕсем те, пулчĕç.
Вăрмарсем ăмăртусенче лайăх результатсемпе палăрса хисеп пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕç. Çамрăк самбист Даниил Васильев 50 килограмм таякан спортсменсем хушшинче 2-мĕш вырăна тухса кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Камилла Андреева 34 килограмм таякан самбистсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пултаруллă ентешĕмĕрсемпе савăнатпăр тата вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр!
Лев УЛИВАНОВ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
