«Энĕш-Пăртас-Шăплат» автомобиль çулĕ çинче ĕç вĕрет. «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче кунта 200 метр тăршшĕ çула юсаççĕ. Асăннă çулăн шăтăк-путăклă участокĕ водительсене чылайранпа чăрмав кÿнĕ.
Подрядчик — «РегионСвет» компани — ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă: çул никĕсне çĕнетсе çирĕплетнĕ, хăйăр сарнă. Халĕ ĕнтĕ трассăна çĕнĕ сийпе витсе хытармалла. Планпа килĕшÿллĕн, çул участокĕн юсавне декабрь уйăхне кĕриччен вĕçлемелле.
Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе тата укçа-тенкĕ маларах уйăрнипе /республикăн тата вырăнти бюджетсен 2027 çулхи лимитĕнчен 17 млн тенкĕ ытла\ кĕçех «Энĕш-Пăртас-Шăплат» автомобиль çулĕ çинчи шăтăк-путăклă участок юсав хыççăн водительсемшĕн хăрушсăр пулса тăрĕ.
Надежда ШИШКИНА
