Пĕрремĕш номер «Трактор» ятпа тухать
Вăрмарта хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1931 çулта «Трактор» ятпа Канашри типографире 1000 экземплярлă тиражпа пичетленсе тухать. Пилĕк кунта пĕрре тăватă страницăпа пичетленекен хаçат номерне К.С. Горохов тĕп редактор алă пуснă. Хаçат умстатйи: «Район хаçатне çирĕплетес ĕçре хыттăн кĕрешер» ятлă. Унта çапла каланă: «Хамăр умри çĕнĕ задачăсене пурнăçа кĕртсе пынă çĕрте районта тухса тăракан хаçат пысăк пулăшу парать, мĕншĕн тесен ун урлă парти, совет тата ытти органсем ĕç массипе ăнланмалла чĕлхепе калаçма пултараççĕ. Çавăнпа пĕтĕм союзпа илсен, округпа уессене пĕтернĕренпе вăхăт нумай иртмерĕ пулсан та иртнĕ пичет кунне 1100 ытла районта тухакан хаçат пулнă. Çак кĕске вăхăтра вĕсем хăйсен хакне кăтартрĕç. Пирĕн Чăваш Республикипе хальхи вăхăтра 6 районта вырăнти хаçат тухать: Улатăр, Çĕрпÿ, Вăрмар, Патăрьел, Етĕрне, Канаш районĕсенче, 1932 çула кĕнĕ тĕле ЧАССРăн пур районĕсенче те хаçатсем пулмалла. Ку номер ĕç массисене хускатса, вĕсене хăй йĕри-тавра организацилесе чăнахах та кивĕ пурнăç никĕсне тĕппипех сухаласа çĕнĕ пурнăç йĕркине хывакан «Трактор» пултăр. Хаçата çирĕплетес ĕçри çывăх тăракан задачăсем: тепĕр номер тухнă çĕре 2000 подписчик пухмалла. Ун йĕри-тавра темиçе çĕр ĕç ялкорĕ, çамрăк корреспондент пĕтĕçтермелле. Районти организацисенчи пур активăн та хаçата вăхăтра кăлармашкăн тăрăшмалла».
«Трактор» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухни район ĕçченĕсемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Унта уй-хирти ĕçсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, колхозсем йĕркелесси çинчен тата ытти материалсем чылай пичетленĕ. Вăхăт малаллах шунă. Район хаçачĕ пурнăç ыйтăвĕ пулса тăнă. Анчах та тĕрлĕ йывăрлăхсене пула хаçатăн иккĕмĕш номерĕ 1932 çулхи март уйăхĕнче кăна 1000 экземплярпа икĕ страницăпа пичетленсе тухнă. 1932 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен «Трактор» хаçатăн тĕп редакторĕнче Е.Ф.Филиппов ĕçлеме пуçлать.

Редакци архивĕнчи сăн ÿкерчĕк. Сулахайран сылтăмалла: Федотова Любовь Васильевна, Николаева Алевтина Васильевна, Белова Анисса Егоровна, Петров Петр Леонтьевич, Васильев Николай Васильевич, Миронов Виталий Кузьмич, Вениамин Петрович Тимаков, Иванов Николай Прокопьевич, Хованский Анатолий Ильич.
Хаçата «Хĕрлĕ ялав» ят параççĕ
1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче районта тухса тăракан «Трактор» хаçат ятне улăштарса «Хĕрлĕ ялав» ят параççĕ. 1939 çулта апрель уйăхĕнче хаçатăн тĕп редакторĕ пулма И.С. Степанова лартаççĕ. 1941 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче тухнă хаçатăн 23-мĕш номерне ĕççынни депутачĕсен Вăрмар район Совечĕн типографийĕнче пичетленĕ пулсан, мартăн 27-мĕшĕнче тухнă хаçатăн 24-мĕш номерне вара ЧАССР полиграфи издательствин управленийĕн Вăрмарти типографийĕнче пичетленĕ. Çапла вара управлени типографие хăй çине илнĕ.
Çĕршыв тин çеç вăй илсе, чечекленме тытăнать. Район хаçачĕ те ĕнтĕ кĕçех 10 çул тултарать. Самана лайăхланса пынă вăхăтра çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вăрçă! Нимĕç фашисчĕсем пире ним пĕлтермесĕр вăрă-хурахла вăрçăпа тапăннă. Çав йывăр çулсем пирĕн район хаçачĕшĕн те тепĕр паллă тапхăр пулса тăнă. Хаçатра ĕçлекенсем те, активлă ĕçялкорсем те чылайăшĕ вăрçă хирне, ирсĕр тăшманпа çапăçма фронта тухса кайнă. Апла пулин те хаçат тухма пăрахман. 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче тухнă пĕрремĕш страница çине пĕтĕмпех СССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председателĕн заместителĕ В.М. Молотов радиопа тухса каланине пичетленĕ: «... Пирĕн халĕ нихăçанхинчен те пĕтĕçÿллĕ тата пĕрлĕхлĕ пулмалла. Хĕрлĕ Çар, Флот тата Авиаци ыйтнисене пурнăçа кĕртмешкĕн, тăшмана çĕнтермешкĕн пирĕнтен кашниех хăйне тата ыттисене те чăн-чăн совет патриотне тивĕçлĕ пек дисциплинăллă, организациллĕ пулма тата хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешме хушмалла. Правительство сире, Совет Союзĕнчи граждансемпе гражданкăсене пирĕн мухтавлă большевикла парти тавра хамăрăн ретсене татах та тачăрах пĕтĕçтерме чĕнет. Пирĕн ĕç - тĕрĕс ĕç. Тăшмана çапса аркататпăр, Çĕнтерÿ пирĕнте пулĕ». Çакăнтан пуçласа хаçат пĕтĕмпех вăрçă лару-тăрăвне куçать. Эрнере икĕ хут е çичĕ-сакăр кунта пĕрре тухса тăма тытăнать. Малалла «Хĕрлĕ ялавăн» кашни номерĕнчех Совинформбюровĕ пĕлтернисем пичетленнĕ. Çынсем вăрçă хыпарĕсене, нимĕçсем ăçта çитнине, мĕнле хуласене аркатнине, фашистсен пĕтĕм ирсĕр ĕçĕсене, пирĕн салтаксен паттăрлăхне хаçатсем тăрăх пĕлсе тăнă. Çапăçу эпизочĕсене те çырса кăтартнă.
Вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Йывăр килнĕ совет халăхĕпе унăн хĕç-пăшаллă вăйĕсене. Пысăк çухату тÿсме тивнĕ. Вăрçăпа арканнă промышленоçа, ял хуçалăхне, ялсемпе хуласене ура çине тăратасси вăрçă хыççăнхи çулсенче чи пирвайхи тĕллев пулнă. Çак йывăр та яваплă ĕçре районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат та айккинче юлман. Тыр-пул пухса кĕртес, патшалăха тырă сутас тĕлĕшпе колхозниксене лайăхрах мобилизацилес тĕлĕшпе район хаçатĕнче Хисеп хăми тума йышăннă. Районта вăл вăхăтра 59 колхоз пулнă.

Редакци архивĕнчи сăн ÿкерчĕк. Сулахайран сылтăмалла çÿлти ретре: Петров Петр Леонтьевич, Федоров Михаил Михайлович, Петрова Валентина Антоновна, Васильева Людмила Петровна, Павлова Зинаида Ермогеновна, Федотова Любовь Васильевна, Васильева Светлана Павловна, Любимова Ангелина Николаевна, Андреева Надежда Ивановна, Кузьмина Анфиса Михайловна. Аялти ретре: Герасимов Иван Александрович, Константинова Алина Николаевна, Исаев Николай Петрович, Николаев Владимир Михайлович, Васильев Николай Васильевич.
1947 çулхи февраль уйăхĕнчен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă редакторĕнче Василий Степанович Алендей ĕçлеме тытăнать. 1949 çулта В.Алендей ответлă редактор партин Чулхулари Аслă шкулне вĕренме каять. Хаçатăн ответлă редакторĕ пулма Африкан Михайлович Михайлова çирĕплетеççĕ. 1950 çулхи майăн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ парти райкомĕн бюровĕнче район хаçачĕн ĕçĕ çинчен ыйту пăхса тухнă. Хаçатăн ответлă редакторне А.Михайлова коллектив ĕçне çителĕксĕр ертсе пынăшăн кăтартса хăварнă. 1951 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче тухнă пĕрремĕш страницăн умстатйине «Çĕнĕ çулта тата лайăхрах ĕçлер» ят панă. Унта çапла çырнă:«Районти ĕççыннисем вăрçă хыççăнхи Сталинла пилĕкçуллăх планне ăнăçлă тултарассишĕн хастар ĕçлерĕç». 1952 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективне Герман Матвеевич Матвеев ертсе пыма тытăнать. Герман Матвеевич пурнăçа вĕçĕмсĕр юратакан хăйнеевĕрлĕ çын пулнă. 1941 çултан пуçласа 1980 çул таран тенĕ пекех питĕ тирпейлĕн кун кĕнеки /дневник\ çырса пынă. Вăл район историне тĕпчесе пĕлекенсемшĕн пысăк пулăшу. Акă унăн 1952 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче кун кĕнеки çине çырнă йĕркесем: «... Тăватă çул каялла «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ун чухнехи редакторĕ Василий Алендей чĕннипе çуркуннехи хĕвеллĕ ирпе эпĕ редакцие ĕçлеме килтĕм. Тăватă çул иртсе кайни те сисĕнмерĕ. Çак вăхăт хушшинче редакци пурĕ 248 номер хаçат кăларнă, вĕсенчен 72 номер – Алендейпе, 123 номер – Африкан Михайловичпа. Редакторсем отпускра е улшăннă вăхăтра хам хатĕрлесе 36 номер, вĕсен шутĕнчен хам алă пусса 12 номер кăларнă. Тăватă çул хушшинче хаçата хатĕрленĕ май 2200 яхăн материал хам çырнă. Атнашпа Паттисĕр пуçне районти пур яла та иккĕрен кая мар кайса курнă». 1952 çулхи августăн 17-мĕшĕнче кун кĕнеки çине çапла çырать: «...Акă кăштах сывласа ятăм. Пĕр уйăх ĕнтĕ кун кĕнеки çырма пушанаймарăм, пурнăçăн канлĕхне тупаймарăм. Аслă тинĕс варринчи хумсем пек кăнтăрла та, çĕрле те лăпланаймарăм. Ăçтан-ха канлĕ ларăн: редактора тин çеç суйланнă. Çав вăхăтрах редакцин çĕнĕ çуртне Буинскран турттарса килесси, лартасси тата унпа çыхăннă нумай-нумай ĕçсем пуçа канлĕх памаççĕ. Е укçи çитмест, е автомашина тупма хĕн е ытти чăрмавсем. Юрать, юлташсем пур. Августăн 26-мĕшĕнче 2 пин тенкĕ укçа çитмерĕ, ăçтан тупас? Каç пулать, банк хупă, ыран ирхине вара пригороднăй пуйăспа Буинска каймалла. Райком секретарĕ В.Алексеев, ĕçтăвком председателĕ М.Березнев патĕнче пулатăп – тивĕçлĕ пулăшу çук. Урамра хисеплĕ юлташăма – кĕнеке магазинĕн заведующине Л.Михайлова куратăп. Вăл манăн йывăрлăха ăнланчĕ, укçа тупса пама пулчĕ. Унпа хăйĕн сутуçи Н.Денисов та кăмăллăн килĕшет. МТСран машина ыйтса илетпĕр. Юрать-ха, пирĕн Саминова бухгалтер харсăр – часах вĕсемпе Мăнçырмана укçа илме вĕçтерет. Çурта кÿрсе килнĕ. Чукун çул хĕрринчен автомашинăпа турттармалла. Виçĕ кунтан шофер та тупăнчĕ. Лайăх кăмăллă, çамрăк çын, çумăрлă çанталăкра çĕрĕпех пирĕн çурта турттарчĕ. Арапуç çыннисем улттăн ăна тума тытăнчĕç». 1952 çулхи ноябрĕн 23-мĕшĕнче кун кĕнекине кĕртнĕ йĕркесем: «...Редакци çуртне туса пĕтересси пирки мĕн чухлĕ хумханма, кулянма, пăшăрханма тивмерĕ-ши мана! Кирпĕчне илтĕмĕр – каллех автомашина тупма çук. Хăть çуртне туса пĕтерсен пĕрер çулталăк та пулса канлĕ ĕçлесе пурăнасчĕ». 1953 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕ. «... Эпĕ çапла шутлатăп: хаçат кăларма пуçаруллă та хастар, вĕри чĕреллĕ кадр кирлĕ. Хăйшĕн хăй алă пусма вĕренсе çитеймен мĕскĕнсем ан пулччăр. Çитĕ вăхăт: тен, ун чухне эпĕ те хаçатра ĕçлемĕп. Хаçатра ăста та пултаруллă çынсем вăй хурĕç. Ун чухне те эпĕ тăрăшас пулсан, манран телейли кам пулĕ?» Г.Матвеев хаçат редакторĕнче 1954 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлет.
Çĕнĕ те пысăк ыйтусем тухса тăнă май, районти хаçатсен ĕçне малалла лайăхлатса пырас задача тăрать. 1954 çулхи сентябрь уйăхĕнче район хаçачĕн редакторĕнче Артем Алексеевич Алексеев ĕçлеме пуçлать.
1955 çулта хаçат МТСри трактор бригадисен ĕçне анлăн тишкерет. Çур аки ĕçĕсен итогĕсемпе 21 бригада хушшинчи ăмăртура В.Григорьев ертсе пыракан Арапуçĕнчи трактор бригади мала тухнине палăртнă. Ăна МТС дирекцийĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне панă.
1956 çулта хаçат выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвне тĕплĕн çутатать. Ăмăртура мала тухнисене Хисеп хăми çине кĕртеççĕ, хаçатра «Стена хаçачĕсене пăхса тухни» рубрика уçаççĕ. «Литература кĕтесĕ» кăларма пуçлаççĕ. 1957 çул. Майăн 5-мĕшĕнче тухнă 37-мĕш номер пысăк пĕлтерĕшлĕ умстатьяпа уçăлать. «Партин чи çивĕч хĕç-пăшалĕ» ятлă вăл, унта çапла çырнă: «Районти хаçат вăл, чи малтан, рабочисемпе хресченсен хаçачĕ. Район хаçачĕн район пурнăçне тĕплĕн çутатмалла, конкретлă та лайăх фактсем тăрăх ĕççыннисене идея тĕлĕшĕнчен воспитани памалла, вĕсене район умĕнче тăракан задачăсене татса пама мобилизацилемелле. Районти хăш-пĕр организацисем хаçатра пичетленнĕ критикăлла заметка çине, çавăн пекех хаçат редакцийĕнчен тĕрĕслесе мерăсем йышăнма ярса паракан çырусем çине вăхăтра ответлемеççĕ е тата вуçех те хурав памаççĕ. Критика хĕç-пăшалне «мăкатмалла» мар. Критикăна вăйлатса тата сарса пымалла». Хаçатра çурхи ака-сухари тата тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтри ăмăртăва анлăн çутатнă.
Редакци коллективĕ район ĕçченĕсене умра тăракан задачăсене пурнăçлама мобилизацилес енĕпе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ пулин те, çитменлĕхсем те чылай тупăннă çав. Çакăн çинчен 1958 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçатра тухнă «Район юлса пынишĕн пăшăрханман хаçат» ятлă статьяра самаях çивĕч критикленĕ. Ку материала парти райкомĕн бюровĕнче сÿтсе явнă, критикăна тĕрĕс тесе йышăннă. Бюро ларăвĕнче хаçат редакторне А.Алексеева, Т. Кожин секретаре шанса панă ĕç çине тÿрĕ кăмăлпа пăхманнине, вырăна сахал тухса çÿренине, район пурнăçне пĕлменнине, хаçат страницисем çинче критикăлла материалсем пулманнине, хаçатри материалсен витĕмлĕхĕ çителĕксĕр пулнине кăтартса хăварнă, ĕçе тĕпрен лайăхлатма, рабселькорсемпе ĕçлессине вăйлатма хушнă. Республика хаçатĕнчи материал хыççăн парти райкомĕ хаçат редакцийĕн ĕçĕпе тăтăшах интересленме пуçланă, унăн ĕçне лайăхлатма мерăсем йышăнма тытăннă. Августăн 28-мĕшĕнче райком бюровĕнче редакци ĕçĕ çинчен ыйту сÿтсе явнă. Хаçат малта пыракансен опытне кирлĕ пек пропагандăламаннине, массăсемпе тытакан çыхăну япăхланнине, рабселькорсемпе çителĕксĕр ĕçленине, А.Алексеев редактор типографи ĕçне начар ертсе пынине, редакци работникĕсем хушшинче дисциплина япăхланнине палăртнă. Редакци ĕçне çителĕксĕр ертсе пынăшăн, финанс дисциплинине пăснăшăн А.Алексеев редактора выговор панă. 1959-1964 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн редакторĕнче Иван Николаевич Волков тăрăшнă. Вăл район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ вăхăтра ял хуçалăхĕнче малта пыракансен опытне çутатассине пысăк вырăна хунă, рабселькорсемпе ĕçлессине тивĕçлĕ шая лартма тăрăшнă.1964-1968 çулсенче Ф.А. Ларионов, 1968-1970 çулсенче Н.Н. Николаев редакторта ĕçленĕ.
1970 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа район хаçачĕн редакторĕнче В.А. Андреев ĕçлеме тытăнать. Ванифатий Андреевич редакторта ĕçленĕ çулсенче çирĕп коллектив тĕвĕленнĕ. И.Иванов, А.Белова, А.Хованский, П.Петров. В Афиногенов. В.Миронов, Н.Васильев журналистсем редакцире 15-25 çул ĕçленĕ. 1974 çулхи март уйăхĕ редакци коллективĕшĕн уйрăмах паллă çулталăк шутланать. Редакцире СССР Журналисчĕсен союзĕн пуçламăш организацийĕ йĕркеленет. Чи малтанах районта журналистсен ретне Анатолий Хованский тăнă. Ун хыççăн Алексей Павлов, Анисса Белова Журналистсен союзĕн членĕсем пулса тăраççĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ пулма Анисса Егоровна Беловăна суйлаççĕ.
1987-2005 çулсенче хаçатăн тĕп редакторĕ пулса Николай Васильевич Васильев тăрăшать. Çĕршывра рынок условийĕсем çирĕпленсе пынă тапхăрта хаçатсем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç пулин те, вăл ертсе пынипе коллектив ăна чăтса ирттернĕ çеç мар, вăй илсе çĕнĕ оборудованипе пуянланса пыма пултарнă. Ку çитĕнÿре, паллах, тĕп редакторăн пысăк тÿпи пулнă. Тĕп редактор тăрăшнипе хаçат ĕçченĕсен професси ăсталăхĕ ÿссе пынă: пичетленекен материалсем содержани енчен пуянрах та интереслĕрех, хаçатăн сăн-сăпачĕ полиграфи тĕлĕшĕнчен илемлĕрех тухма тытăннă. Хаçат ĕçĕсĕр пуçне редакци хуçалăхĕпе çыхăннă пур ĕçе те коллективпа туслăн пурнăçланă. Николай Васильевичпа пĕрле тĕрлĕ çулсенче пĕр йышра Петр Петров, Вячеслав Афиногенов, Анисса Белова, Виталий Миронов, Алевтина Николаева, Иван Иванов, Анатолий Хованский, Любовь Федотова, Ангелина Любимова, Михаил Федоров, Лариса Николаева, Иван Герасимов, Ирина Артюкова, Зинаида Павлова ĕçленĕ. 1998 çулта Н.Васильева «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăлаççĕ, 1997 çулхи март уйăхĕнче «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Раççей Журналисчĕсен союзĕ ăна ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Хисеп грамотипе наградăласа чыс тунă. Районти пичетре нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин пичетпе информаци политикин министерствин тата ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Ытти наградăсем те темĕн чухлех.
2005-2013 çулсенче район хаçачĕн тĕп редакторĕн тилхепине Петр Васильевич Алексеев ярса илет. Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Тĕп редактор должноçне йышăниччен Вăрмарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентнĕ вăл. Петр Васильевич ертсе пынă коллектив хаçатра пичетленекен материалсем çынсемшĕн интереслĕ пулччăр, район пурнăçĕпе çыхăннă информаци халăх патне тĕрĕс, оперативлă çиттĕр тесе тăрăшнă. Петр Васильевич тĕп редактор хăй ĕçленĕ вăхăтра çĕнĕ кадрсене — Владимир Толматова, Эвелина Михайловăна ĕçе илет.

Редакци коллективĕ пичет ветеранĕсемпе тата хамăрăн ентешпе – Чăваш Наци телевиденийĕн ĕçченĕпе Дмитрий Ковалевпа /2026 ç., январь уйăхĕ/.
2014 çултан пуçласа паянхи кунчченех хаçатăн тĕп редакторĕнче Зинаида Ермогеновна Павлова тăрăшать. Тĕп редактор должноçне йышăниччен вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корреспондентра чылай çул вăй хунă пулнă. Зинаида Ермогеновна тĕп редакторпа эпир хаçатăн 85, 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, халĕ 95 çула паллă тăватпăр. Зинаида Павлова çултан-çул хаçат тиражне упраса хăварассишĕн, редакцин пурлăхĕпе укçа-тенкĕ ăнăçлăхне ÿстерессишĕн, çуртне юсаса хăтлăх кĕртессишĕн çине тăрса тăрăшать. Руководитель умĕнче тăракан задачăсене витĕмлĕ, оперативлă татса парать. Зинаида Ермогеновна та редакцине çĕнĕ сотрудниксене ĕçе илсе çĕнĕ сывлăш кĕртет, Ирина Данилова корреспондент, Надежда Никитина менеджер /халĕ ĕçлемест\, Ирина Николаева менеджер, Сергей Николаев водитель тăрăшса вăй хураççĕ. Пичет ĕçĕн ветеранĕсем Николай Васильевич Васильев, Анисса Егоровна Белова, Анатолий Ильич Хованский, Ангелина Николаевна Любимова, Любовь Васильевна Федотова, Людмила Петровна Васильева паянхи кун та редакципе çирĕп çыхăну тытса тăраççĕ, хăйсем ĕçленĕ çулсенчи пулăмсене, йывăрлăхсемпе савăнăçĕсене аса илсе пире каласа параççĕ. Вĕсен ĕç опычĕ паянхи кун та паха.
Хальхи вăхăтра редакци коллективĕнче 6 çын ĕçлет: Зинаида Павлова тĕп редактор, Ирина Данилова редактор, Эвелина Михайлова редактор, Ирина Артюкова редактор, Ирина Николаева менеджер, Сергей Николаев водитель. Коллектив пĕчĕк пулин те, пысăк ĕç пурнăçлать. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», - теççĕ. Çак каларăш «Хĕрлĕ ялавăн» коллективĕн ĕçĕпе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать тейĕн.
«Хĕрлĕ ялавăн» пурнăçĕнче типографи паллă вырăнта
Ахальтен мар пулĕ паянхи кун та редакцине килсессĕн хăшĕ-пĕрисем типографире теççĕ хăйсене. Тĕрлĕ çулсенче кунта Екатерина Максимова, Владимир Николаев, Валентина Алексеева, Нина Еремеева, Вера Матвеева, Юлия Соркина, Надежда Андреева, Елена Фомина, Дина Белова, Валентина Скородумова, Лариса Николаева, Валентина Петрова, Анфиса Кузьмина, Людмила Васильева, Алина Константинова, Светлана Васильева, Марина Иванова, Ира Константинова печатниксемпе наборщицăсем, линотипистсем вăй хунă. Çак йышра типографи ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçне çыхăнтарнă Людмила Петровна Васильева ячĕ пирĕншĕн уйрăмах çывăх. Çап-çамрăк Людмила Петровна Васильева шкул хыççăнах 1972 çулта Вăрмарти типографие наборщицăна вырнаçать, район хаçатне кăларма пуçлать. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Куйбышеври издательствăпа полиграфи техникумне кĕрет. «Техник-технолог наборных процессов» специальность илсе техникумран ăнăçлă вĕренсе тухать.1982 çулта ăна типографи мастерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре хăйĕн мĕнпур пĕлĕвĕпе ăсталăхне, пултарулăхне парать, коллектив членĕсене умра тăракан задачăсене пурнăçа кĕртессишĕн хастар кĕрешме мобилизацилет. 1986 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Вăрмар типографине Çĕрпÿ типографийĕн филиалĕ туса хураççĕ. Паянхи кун «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн редакцийĕ вырнаçнă икĕ хутлă йывăç çуртăн пĕрремĕш хутĕнче 2006 çулхи декабрь уйăхĕччен Çĕрпÿри типографин Вăрмарти филиалĕ вырнаçнă пулнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула типографи 2006 çулта хупăнать, апла пулин те унăн ĕçне Людмила Петровна Васильева уйрăм çын предприниматель пулса тăрса малалла тăсать. Предприятисемпе организацисем, çынсем валли тĕрлĕ бланксемпе квитанцисем, листовкăсемпе блокнотсем, медицина кĕнекисем тата ыттине те пичетлет. 2018 çулччен тытса пырать ку ĕçе Людмила Петровна. Ĕçленĕ çулсенче аса илмелли чăнах та нумай унăн. «Типографие ĕçлеме килсессĕн пĕрремĕш çулнех Çĕнĕ çул кĕтсе илмелли каç дежурствăна хăварчĕç мана çап-çамрăкскере, ун чухне хуралçăсем пулман вĕт. Ыттисем пурте çемьеллĕ, пĕри те дежура юласшăн пулман ĕнтĕ. Эпĕ хирĕçлеймен. Типографи çав çулсенче пĕр хутлă йывăç çуртра вырнаçнă пулнă, çавăнта çĕр каçмалла пулнă. Хăратăп вĕт-ха. Пĕрремĕш çул ĕçлетĕп, шкул вĕренсе пĕтернĕ те тÿрех ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕм çутăсене сÿнтерсе тухрăм та ларатăп типографире тĕттĕм çĕрте. Урамра çухăрашни, кăшкăрни илтĕнет. Чÿречерен пăхма та хăратăп малтанах. Кайран пăхатăп та – манпа шкулта пĕр класра вĕреннĕ юлташсем çитсе тăнă та клуба Çĕнĕ çул каçне чĕнеççĕ. Дискотекăна тухса тартăм юлташсемпе пĕрле дежурствăран. Кайран вĕсем мана каялла леçсе хăварчĕç. Вара текех хăрама пăрахнă эпĕ», – аса илсе калаçрĕ Людмила Петровна.
Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ
