Пирĕн çĕршыври чи аслă та пысăк страховани компанийĕсенчен пĕри — Росгосстрах — кăçалхи октябрĕн 6-мĕшĕнче 105 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Росгосстрахăн пĕр ĕмĕртен те иртсе кайнă историйĕ паллă пулăмсемпе тата çитĕнÿсемпе пуян, анчах компанин тĕп хаклăхĕ вăл — çынсем, чăн-чăн профессионалсем. Вĕсем яланах хăйсен ĕçне парăнса пурнăçлаççĕ, пирĕн республикăра пурăнакан пин-пин çынна тата вун-вун предприятие çирĕп тĕрев параççĕ.
Страховани рынокĕнче Росгосстрах лидер пулнин вăрттăнлăхĕсенчен пĕри — туслă та пĕрлĕхлĕ коллективра. Вăл страховани ĕçĕ-хĕлĕн чи лайăх йăлисене перекетлĕн упрать, çав вăхăтрах пуласлăхалла та хăюллăн утăмлать, çĕнĕлĕхсемшĕн яланах уçă.
Росгосстрахăн Чăваш Республикинчи филиалĕнче 730 ытла страхлакан агент тăрăшать, штатри сотрудниксем 100 ытла вăй хураççĕ, муниципаллă округсенче 24 агент центрĕ ĕçлет. 2026 çулхи 10 уйăх хушшинче кăна компани Чăваш Енри организацисемпе граждансене страховани пулăмĕсем хыççăн 450 млн ытла тенкĕ тÿленĕ.
Чăваш Республикинче Росгосстрахăн ăнăçăвĕнче Вăрмарти агент центрĕн коллективĕн тÿпи те пысăк. Клиентсем тата ĕçтешĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ опытлă сотрудниксенчен пĕри — Наталия Владимировна Арсентьева /сăн ÿкерчĕк çинче/, Росгосстрах агенчĕ пулса виçĕ çул ытла ĕçлет вăл. Энĕшпуç, Хуруй, Пĕчĕк Енккасси, Атайкасси, Атнаш ялĕсенче пурăнакансене страховани хÿтлĕхĕпе тивĕçтерет. Наталия Владимировнăн вăй-хăвачĕ тапса тăрать, вăл кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать, районта пурăнакан кашни клиентăн уйрăмлăхне шута илсе страхованин чи лайăх варианчĕсене сĕнет, çавна курах компанин чи лайăх специалисчĕсенчен пĕри пулса тăнă.
Страхлакан агентра ĕçленисĕр пуçне Наталия Арсентьева почтальонра та вăй хурать, 15 çул ытла Энĕшпуçĕнчи почта уйрăмĕнче тăрăшать. Вырăнти халăха вăл лайăх пĕлет, пурне те паллать, пуринпе те калаçать, çавăнпа страхованинче ĕçлеме чĕнсен нумай шухăшласа тăман вăл, тÿрех килĕшнĕ. Мĕншĕн-ха ĕçлесе пăхас мар?
Хăйĕн йышăнăвĕ пирки пĕрре те шеллемест вăл. «Страхованинче ĕçлеме мана питĕ килĕшет. Манăн ĕç клиентсен кăмăлне шута илсе страхованин кирек мĕнле тĕсĕ пирки те консультаци парассипе, информаципе паллаштарассипе, программăсен уйрăмлăхĕсем çинчен каласа парассипе çыхăннă. Çавăн пекех эпĕ мĕншĕн-ха шăпах Россгосстрахпа килĕшÿ туни усăллăрах тата лайăхрах пулни çинчен ăнлантаратăп. Пирĕн компанин тĕп тĕллевĕ — кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан клиентсен финанс ырлăхне хÿтĕлесси. Çынсем çакна курччăр тата туйса тăччăр тесе тăрăшатăп, — тет Наталия Владимировна. — Çавăнпа хамăрăн ĕçе яваплăн пурнăçлани, страховани килĕшĕвĕсене кашни клиентăн кăмăлне шута илсе туни çав тери пĕлтерĕшлĕ».
Ĕç графикĕпе те кăмăллă Наталия Владимировна. Вăл ĕç вăхăтне хăйне мĕнле меллĕрех — çавăн пек йĕркелет, клиентсемпе хăш вăхăтра тĕл пулмаллине маларах планласа хурать. Наталия Владимировна палăртнă тăрăх, унăн ĕçĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ интереслĕ çынсемпе хутшăнма май парать.
«Манăн клиентсем хушшинче ытларах ял çыннисем пулнăран вĕсем килти выльăх-чĕрлĕхне, кил-çуртне, хуралтăсене, унсăр пуçне пурнăçĕпе сывлăхне страхлаççĕ. Тĕрлĕ инкек-синкекрен, пурнăç пăтăрмахĕсенчен финанс тĕлĕшпе маларах сыхланнинчен ырри çук — çакна çынсене ăнлантарсах тăратăп. Росгосстрах — хăйĕн сăмахне тытакан шанчăклă компани, клиентсене йывăрлăхра пĕчченлĕхре хăвармасть. Страхлакан агентра виçĕ çул ытла ĕçленĕ май эпĕ çакна куллен курса ĕненетĕп. Акă, иртнĕ хĕл юрлă пулнине пурте астăватпăр. Чылайăшĕн сарайсен, гаражсен, кил-çурчĕсен çивиттийĕсем юр йывăрăшне чăтайман. Манăн участокра та çакăн евĕр пулăмсем пулчĕç, вара эпир пурне те саплаштару укçине илмелли документсене пуçтарма оперативлă пулăшрăмăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ — çынсене страховани пулăмĕсемпе укçа-тенкĕ куçарса та пачĕç, вĕсем юсав ĕçĕсене пуçăнма пултарчĕç. Тулли кăмăлпа тав турĕç вĕсем пире ун чухне, эпĕ вара вĕсемшĕн чунтанах савăнтăм. Çавăншăнах ĕçлетпĕр вĕт-ха — ентешсене страховани хÿтлĕхĕпе тивĕçтерессишĕн тата вĕсем ыранхи куншăн ан пăшăрханччăр тесе», — каласа парать Наталия Владимировна.
Вăл хăйĕн ĕçри ăнăçăвĕшĕн Вăрмарти агент центрĕн руководительне Анатолий Геннадьевич Васильева, çавăн пекех Марина Николаевăпа Алина Никитина менеджерсене тата пĕтĕм коллектива тав тунине палăртать, мĕншĕн тесен вĕсем яланах пĕр-пĕрне пулăшса тата çитĕнÿсем тума хавхалантарса ĕçлеççĕ: «Хăш чухне ĕçре кăсăклă самантсем сиксе тухаççĕ, пурне те тÿрех ăса хывма çăмăл мар. Кун пек чухне менеджерсем тата ĕçтешĕмсем нихăçан та пулăшусăр хăвармаççĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ. Эпир яланах пĕр-пĕринпе çыхăнура ĕçлетпĕр».
Пушар-и, çил-тăвăл-и, çурхи ейÿ-и, пилотсăр вĕçекен аппаратăн пайĕсем ÿкеççĕ-и, коммуналлă тытăмсен аварийĕ-и е урăх пулăм — кирек мĕнле кĕтмен лару-тăрура та Росгосстрахăн Вăрмарти агент центрĕн хастар ĕçченĕсем Вăрмар округĕнче пурăнакансемпе юнашар тата пулăшма хатĕр. Çавăнпа компани клиенчĕсем страховани хÿтлĕхне туйса тăраççĕ тата лăпкă пурăнаççĕ, пуласлăхалла хăюллăн тинкереççĕ, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура ура çинче çирĕп тăраççĕ — çакă Росгосстрахшăн чи пĕлтерĕшли.
Анатолий ВАСИЛЬЕВ,
Росгосстрахăн Вăрмарти агент центрĕн руководителĕ
