Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2027 çул республикăра Ăслăлăхпа технологисен çулталăкĕ пуласса çирĕплетсе Хушăва алă пуснă. «Чувашия онлайн» порталти сасăлавра çынсем хăйсен сассисене шăпах ăслăлăхшăн панă. «Эпир хамăрăн инженери шкулĕпе мăнаçланатпăр. Вăл — Чăваш Ене промышленноç ÿсĕмĕ енĕпе лидерсен шутĕнче пулма пулăшакан никĕс. Пирĕн тĕллев — идейă­сем пурнăçланччăр, çамрăк специалистсем хăйсен пуласлăхне хамăр тăрăхрах курччăр тесе ăслăлăха экономикăн тĕп вăйĕ туса хурасси», — тенĕ Олег Алексеевич. ЧР Министрсен Кабинетне йĕркелÿ комитечĕ тума, унăн йышне палăртма, тĕп мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă. Предприятисене, ăслăлăх центрĕсене, аслă шкулсене, муниципалитетсене пĕрлехи ĕçе активлă хутшăнма чĕннĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика