Вăрмар округĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç.
Савăнăçлă мероприяти Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пулчĕç.
Уява хатĕрленсе культура çуртĕнчи фойере ял тăрăхĕсем кĕр парнисен, ал ĕç ăстисем тунă япаласен, Вăрмарти тĕп библиотека вара кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.
Мероприяти çĕр ĕçченĕсен гимнне — «Алран кайми» юрра пурте ура çине тăрса итленинчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ирина Ямукова округри ял хуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Çанталăк пăтăрмахĕсене пăхмасăрах ял хуçалăх ĕçченĕсем кăçал çитĕнÿллĕ вăй хунă.
Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 14 пин ытла гектар çĕр çинче акса туса илнĕ, 52 пин тонна тырпул çапса тĕшĕленĕ. 380 гектар çинчен 17 пин тонна çĕр улми пуçтарса илнĕ — 2025 çулхипе танлаштарсан 106%. 40 гектар çинчен 92 тонна хăмла татнă. Хăмла çитĕнтерессипе Вăрмар округĕ республикăра 2-мĕш вырăнта. Кĕрхи культурăсене 4022,3 гектар çинче акса хăварнă. Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин склачĕсене пахалăхлă тырăпа тултарнă, унта 2 пин тонна ытла тырă упрама хунă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен отрасль пирки калас пулсан, округри хуçалăхсенче кăçалхи 9 уйăхра 658 тонна аш-какай туса илнĕ, 6926 тонна сĕт суса илнĕ, çавăн пекех 3645 штук çăмарта пуçтарнă. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4550 пуçпа танлашать, çав шутра ĕнесем — 1919 пуç.
Округра инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ. Пурĕ 2026 çулта 78 млн тенкĕлĕх 5 инвестици проекчĕ пурнăçламалла. Патшалăх фермерсемпе предпринимательсене техникăна çĕнетме, çĕнĕ объектсем хута яма, ялта ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кăçал 29 млн тенкĕ ытла субсиди уйăрса панă.
Пухăннисене уявпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, АПК ветеранĕ Нинель Дмитриева саламларĕç. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç пирĕн çĕршыв экономикин хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ пулнине, çак отрасльте тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçнине, вăрмарсем «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлама пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç, вĕсене чĕререн тав турĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе лайăх кăтартусемпе палăрнă хуçалăхсен руководителĕсене тĕрлĕ наградăсемпе хисеплерĕç.
Агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене Владимир Яковлевич Иваншкина тата Николай Анатольевич Иванова РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
Палăртса хăвармалла, çак кунсенче Вăрмар тăрăхне тепĕр ырă хыпар та çитрĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Геннадий Николаевич Ямукова «Раççей агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» пысăк ят панă. Вăл ăна республикăн ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çулхи ĕçĕ-хĕлĕшĕн тивĕçнĕ.
2026 çулхи ĕççинче палăрнă тата çĕрпе эффективлă усă курнă хуçалăхсем хушшинче «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество, «Иванова О.А.», «Иванов Н.А.», «Яковлев В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, Никоноров Ю.П. уйрăм çын предприниматель, «Владимиров Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ чи пултаруллисем пулнă.
Çĕр улми çитĕнтерессипе «Ямуков Г.Н.», «Иванова О.А.», «Дмитриев А.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем тухăçлă ĕçленĕ. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла çитĕнтерес ĕçре, Никоноров Ю.П. уйрăм çын предприниматель йĕтĕн çитĕнтерессипе çитĕнÿсем тунă. Аш-какай туса илессипе тата сĕт суса илессипе «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхне çитекенни пулман.
Чи тăрăшуллă механизаторсене, комбайнерсене тата ытти ĕçченсене те Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕç. «Ялта чи лайăххисем — 2026» пултарулăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене дипломсем пачĕç.
Мероприятие Вăрмар артисчĕсен савăнăçлă концерчĕ илем кÿчĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
