TDw5yzOrqvrVeGlMNwiDr88A1cB8xJWFA71btQy9tlsDeU0MpMyu87b5TuFTEE H2E1msp3J8h4G8lhRiMmnEsWzПаян, шăпах çак вăхăт тĕлне, Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче «Счастливое сельское Детство» республика конкурсне хутшăнакансене наградăлассипе савăнăçлă мероприяти иртет. Ăна Чăваш Республикинчи ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалланă.

«Лучшие на селе» республикăри ачасемпе çамрăксен I форумĕн хисеплĕ хăнисем хушшинче — ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ С.Каликова, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ А.Лукшин, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ А.Макушев, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ А.Аксаков, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Н.Николаева тата ыттисем те.

Чăваш Республикинчи ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалласа ачасемпе çамрăксем хушшинче иртнĕ конкурса республикăри ача сачĕсенчи, шкулсенчи 7 пине яхăн ача хутшăннă. Вĕсем юрăсем юрласа, ташăсем ташласа, картинăсем ÿкерсе, çавăн пекех сăмах ăсталăхĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Конкурсра мала тухнисем хушшинче Вăрмар район представителĕсем те пур. Акă, Чупайри тĕп шкулти София Петрова «Художествăлла сăмах» номинацин «Çăкăр шăршиллĕ алăсене мухтав» çумноминацинче 5-9 классем хушшинче 1-мĕш пулнă. Руководителĕ Л.Цыфаркина.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Карина Артемьева «Социаллă сетьри публикаци» номинацинче 5-9 классем хушшинче çĕнтернĕ. Унăн вĕрентекенĕ — И.Иванова. Çак номинацинчех 10-11 классем хушшинче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулти Карина Алексеевна 1-мĕш вырăна тухнă. Руководителĕ — Е.Ларионова.

Тата пирĕн районти ытти ачасем те призлă вырăнсене йышăннă. Маттур!

2023 çула Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе йышăннине кура паянхи мероприятин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика