Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче республикăра çул тăвассипе, ăна пăхса тăрассипе çыхăннă ыйтупа видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ.

Унта çул тăвакан предприятисен, проектпа смета хатĕрлекен организацисен, хăш-пĕр муниципалитет округĕн представителĕсем хутшăнчĕç. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов 2022 çулта ЧР çул-йĕр фондĕнчи 8,115 миллиард тенке çул тăвас ĕçе епле явăçтарни çинчен пĕлтерчĕ. Раштавăн 26-мĕшĕ тĕлне çав укçан 91,2% касса витĕр кăларнă, раштавăн 29-мĕшĕ тĕлне 99% яхăн кăларма палăртнă. Ку лайăх кăтарту шутланать.

ЧР Пуçлăхĕ çул тăвакансене 2023 çулхи проектсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене халех тăрăшса тума сĕнчĕ. Шупашкарти Граждан урамĕнчи çула хута янă хыççăн икĕ енĕпе тротуар хывса пĕтерме, урама хăтлама хатĕрленмеллине аса илтерчĕ. «М-12» автотрассăна 2023 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнипе пĕрлех ăна тăвакансем регионти тата вырăнти çулсене юсаса хăварассине аса илтерчĕ.

"Хыпар".

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика