Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Раççей çыннисем Тăван çĕршыва кирек хăш саманара та хăюллăн, çирĕппĕн тата паттăррăн хÿтĕленĕ. Раççей хĕç-пăшалĕн мухтавĕпе вăйĕ, аслă çĕршывăмăрăн хăвачĕ тăнăçлăха тата пирĕн граждансен канлĕхне яланах шанчăклăн тивĕçтерсе тăнă.
Кашни çар çынни – пирĕн мăнаçлăх, Тăван çĕршыва чунтан парăннине тата ăна хĕрÿллĕн юратнине кăтартакан ырă тĕслĕх.
Февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ – çак уяв кăçал уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк каялла çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йышăннипе унчченхи Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕ пуçланчĕ. Паян эпир, чăн малтанах, чăваш халăхĕн мухтава тивĕçлĕ ывăлĕсене аса илетпĕр. Вĕсем фашизмпа неонацизма хирĕç çапăçăва тухса Тăван çĕршыва тата мирлĕ çынсене хÿтĕлеме çĕкленчĕç, чун çирĕплĕхĕпе хăюлăхăн тата паттăрлăхăн ырă тĕс­лĕхĕ шутланса çар тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç, чи кирли вара – Тăван çĕршыва чунтан парăннине тата хĕрÿллĕн юратнине ĕненмелле кăтартса пачĕç.
Çак çар операцийĕ мĕн тăшмана çĕнтеричченех пырĕ. Çавна май паян пирĕн малти ретре çапăçакан çар çыннисене май килнĕ таран пулăшмалла, вĕсен çемйисене ытларах тимлĕх уйăрма, пулăшу кÿме тăрăшмалла. Вĕсене халĕ унта çăмăл мар, çавăнпа та хăйсене килте çывăх çыннисем чăтăмсăррăн кĕтнине, вĕсемшĕн пăшăрханнине, кĕл тунине пĕлсе тăни уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Эпир хамăрăн юратнă çĕршывăмăрăн хÿтĕлевçисене, Раççей ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă мĕнпур çынсен ячĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асра чыслăн упратпăр. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем пирĕншĕн тата килес ăрусемшĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи пархатарлă тĕслĕхсем шутланаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене – уйрăм тав сăмахĕ. Вĕсем пирĕн мирлĕ пурнăçпа ыр курса пурăнмалли ирĕке сыхласа хăварнă. Ку пирĕн вăхăтра та çаплах пулĕ.
Историн паттăрла тапхăрĕсене тивĕçлипе асра тытни граждансемпе обществăна хамăр çĕршыв – Раççей тавра пĕрлештерме пулăшакан витĕмлĕ вăй пулнине тата малашне те çаплах пулассине çирĕппĕн шанса тăратăп.
Сире тăнăçлăхпа ырлăх, çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем, çемьере юратупа килĕшÿлĕх тата ыранхи куна шанчăклăн кĕтме сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика