Н.Иванова, Вăрмар муниципаллă округĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ: «Вĕрентÿ сферинче чылай çул вăй хунă май, Владимир Владимирович хăйĕн Çырăвĕнче çамрăксем хушшинче хамăр Тăван çĕршыв историпе культурине тĕплĕнрех вĕрентме тăрăшмаллине палăртрĕ. Çавна май яллă вырăнсенче тата пĕчĕк хуласенче культура çурчĕсемпе библиотекăсене, музейсене çĕнетме çитес виçĕ çулта 24 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех пĕтĕмĕшле вĕрентĕве аталантарнă май, 2024 çулта Раççейре 1300 çĕнĕ шкул хăпартмаллине асăнса хăварчĕ. Çак вăхăтра шкулсем тата 16 пин çĕнĕ автобуссемпе пуянланĕç.Тепĕр 10 миллиард тенкĕ вара шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама уйăрĕç.

Палăртма кăмăллă: иртнĕ çул Вăрмар муниципаллă округри шкулсенче республика бюджетĕнчен пурĕ 84 миллион тенкĕлĕх Чулкасри, Мăнçырмари шкулсенче тата поселокри «Зоренька» ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта федераллă бюджетран капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама 122 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак ĕç малалла пырать».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика