Мартăн 27-мĕшĕнче 13:00 сехетре ачасемпе çамрăксен театрĕсен коллективĕсен «Театральное Приволжье» Фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртĕ. Унăн онлайн-трансляцине https://театральноеприволжье.рф сайтра курма пулать.

Фестивалĕн регионти тапхăрĕ 2022 çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче иртнĕ. Республика чысне хÿтĕлеме И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи студентсен «Кафедра» театрĕ тивĕçнĕ. Вĕсене спектаклĕ «Впору» ятлă.

Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче Фестивалĕн округри тапхăрĕ иртнĕ. Унта 14 регион представителĕсем 28 спектакль кăтартнă. Фестивалĕн округри тапхăрне мартăн 27-мĕшĕнче, шăпах та Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунĕнче, пĕтĕмлетеççĕ. 1-мĕш вырăна тухакансене 250 пин тенкĕ парса чыслĕç. 2-мĕш вырăна тухакансене 200 пин, 3-мĕш вырăна тухакансене 150 пин парĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацисенче палăртĕç.

Чăваш Республикин представителĕсем онлайн-трансляцине талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнчен хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика