V89pELd6UGPptnyObzl6qVRgybQelIFt

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Ен – ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсен ҫӗршывӗ, кунта кашниех хӑйӗн чун туртӑмне тупма пултарать тата халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев халалне асра тытса ӗҫлет, вӑл пире мирлӗ ӗҫӗн вӑйне ӗненме тата ӑна юратма хушса хӑварнӑ. «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»,– тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

Пирӗн республика нумай нациллӗ Раҫҫей пурнӑҫӗн таппипе тан утса аталанать, Тӑван ҫӗршывӑмӑр шӑпине ӑша хывса пурӑнать. Юлашки ҫулсенче эпир нумай  ӗҫ турӑмӑр. Эпир хамӑр ентешӗмӗрсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳ-сем тума ӑнтӑлатпӑр.

Сире пурсӑра та ӗҫре ӑнӑҫусем, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине суна-тӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         Олег Николаев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика